05 октября 2016 г.
Росгосстрах официаллă майпа ĕçлеме тытăнни 95 çул çитрĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçатран та малтан халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме тытăннă. Инкек килсе çапсан тÿрех Росгосстрах пуррине аса илетпĕр. Çапла вăл нумай çул халăха пулăшу кÿрет. Ăна 1921 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче туса хунăранпах уявлаççĕ. Вăл халăх пурнăçне çирĕп кĕрсе вырнаçнă.
Паян редакци тĕпелĕнче Росгосстрах компанин Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмĕн начальникĕ И.АЛЕКСЕЕВА. Вăл çак коллектива 10 çул ертсе пырать. Коллектив Чăваш Республикинчи Росгосстрах системинче чи лайăххисен шутне кĕнинче те унăн тивлечĕ питĕ пысăк. Сăмах май каласан, Ирина Михайловнăна 2015 çулта иккĕмĕш хут Раççейĕпе Росгосстрах системинче чи лайăххисен ретне кĕртсе медальпе наградăланă. Тĕрлĕ Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем те чылай унăн.
- Ирина Михайловна, Росгосстрах компани мĕнле пуçланса кайни пирки кĕскен калаймăр-ши?
- Совет Союзĕ вăхăтĕнчех вăл Совнаркомăн «Патшалăх пурлăхне страхласси» Декречĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме пуçланă. Унтанпа 95 çул иртсе кайнă пулсан та вăл халăха питех те кирлĕ организаци. Малтанхи çулсенче ытларах килти пурлăха, шкул ачисене страхланă, унсăр пуçне ача 18 çула çитсен валли те страхласа хунă. Хальхи вăхăтра Росгосстрах тата нумайрах тĕрлĕ пулăшу кÿрет: килти çурт-йĕрпе пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, тĕрлĕ транспорта, пурнăçа, вăхăтлăха ĕçлемесĕр ларнине тата ытти те. Çак тĕссене уйрăм çынпа та, юридици сăпатĕнчисемпе те килĕшÿ ?договор/ çыраççĕ. Тĕслĕхрен, кунта страхланă çынсене кăçал кăна çак вăхăт тĕлне шыв илсе сăтăр кÿнĕшĕн 40 пин тенкĕ, çутçанталăк пулăмĕпе сиенленнĕшĕн 300 пин тенкĕ, пушар инкекне пула 2 млн ытла тÿленĕ. ОСАГО, КАСКО мелĕпе страхланнисем пурнăçра инкеке лексе шар курнăшăн 58 клиента пулăшу кÿнĕ.
- Сирĕн коллективра миçе çын тăрăшать?
- Паянхи куна пирĕн районти уйрăмра кăна пĕр начальник тата виçĕ менеджер, 37 агент тăрăшать. Малтанах агентсем пирки чарăнса тăрас пулсан, ĕлĕкхи çынсем калашле «вĕсене урисем тăрантараççĕ». Вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ - ăçта чĕнеççĕ, çавăнта васкаççĕ. Камăн хăçан страхлама вăхăт çитнине те малтанах пĕлсе тăраççĕ, хăйсен клиенчĕсемпе курса калаçаççĕ. Енчен те агент çак системăра нумай вăхăт ĕçлет пулсан ăна клиентсем те паллаççĕ, шанаççĕ, вăхăт çитсенех страхлама васкаççĕ. Пирĕн районта вара агентсенчен чылайăшĕ нумай çул ĕçлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, иртнĕ çулта чи лайăххисен шутне Л.Митрофанова, Е.Михайлова, В.Потянова, А.Иванова, Н.Григорьева агентсем кĕме пултарчĕç, наградăсене тивĕçрĕç. Вĕсене пĕрне ырласа тепĕрне хурлама майĕ те çук, пурте ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшаççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ.
Менеджерсенчен илес пулсан, чи нумай ĕçлекенни - 40 çул ытла - Л.Яковлева. Вăл ĕçĕпе те, çулĕпе те коллектив умĕнче чапа тухнă, районта та хисеплĕ çын вăл. Ăна пĕлмен, палламан çын та сахал пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак отрасльте нумай çул яваплăха туйса ĕçленĕшĕн ăна Росгосстрах ветеранĕ ята панă. Унсăр пуçне унăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем те темĕн чухлех.
М.Михайлова мĕн çамрăкранах çак системăра тăрăшать. Шкул вĕренсе пĕтерсен Канашри финанс техникумне пĕлÿ пухма каять те ун хыççăн тÿрех Росгосстраха çул тытать. Унтанпа 27 çул хыçа юлнă ĕнтĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика факультетĕнчен аслă пĕлÿ те илме ĕлкĕрнĕ вăл, çемьеллĕ те пулнă, халĕ икĕ ача амăшĕ. Кĕскен каласан унăн пурнăçĕ пĕтĕмпех Росгосстрахпа çыхăннă. Ăста специалиста коллективра хисеплеççĕ. Хăйĕн ĕçĕнче чăн ăста пулнăшăн ăна 2015 çулхи кăтартусемшĕн Росгосстрахăн Раççей Хисеп грамотине парса чысланă.
Тепĕр менеджерĕ - О.Кузьмина. Вăл çак системăра нумай çул ĕçлемест пулин те йĕркене хăнăхса пырать. Вăл банк системине аталантарас енĕпе тăрăшать. Унăн ĕçне хакласа Росгосстрахăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Хисеп грамотипе хавхалантарнă.
- Ирина Михайловна, эсир хăвăр та çак системăра нумайранпа ĕçлетĕр. Кăштах хăвăр ĕç çинчен каласа параймăр-ши?
- Çак вăхăтра улшăнусем нумай пулчĕç. Тĕрлĕрен проектсене пурнăçа кĕртсе пырса ĕçлетпĕр. Акă, тĕслĕхрен,банк проекчĕ, тĕрлĕрен вкладсем - пенси укçине пирĕн уйрăм счечĕ çине куçарма пулать, пухăнса пыраканнисем /накопительнăй/ тата ытти те. Газ, çутăпа, интернетпа усă курнăшăн та пирĕн уйрăмра тÿлеме пулать. Тĕрлĕ налуксем тата штрафсемшĕн /кун пекки ан пултăрах/ те кунтах тÿлесе татма май пур. Кашни çын хăй кăмăллакан тĕспе укçа хума пултарать. Çĕнĕлĕхсене тăтăшах пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Кĕскен каласан, пирĕн коллектив пурнăçпа тан утать. Ку таранччен мĕн ĕçлени пурте пĕрле ĕçлекенсем тăрăшнипе пулса пынă, тавах вĕсене.
- Уяв ячĕпе пĕрле ĕçлекенсене тата хăвăрăн клиентсене мĕн каланă пулăттăр?
- Кунта нумай çул тăрăшса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене, халĕ пĕрле ĕçлекенсене, хамăрăн клиентсене чи малтанах пурне те сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре ăнăçу сунатăп. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, туслăн ĕçлессе шансах тăратăп. Уяв ячĕпе, сире пурне те.
- Тавтапуç, калаçушăн.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.