АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи юратнă вĕрентекен

05 октября 2016 г.

Чи юратнă вĕрентекен

«Ĕç пурнăç илемĕ», - теççĕ. Пурнăç чăннипех те чаплă пултăр тесессĕн пур çыннăн та хăйне килĕшекен пĕр-пĕр ĕç суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр - çав ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, хăвăн телее тупмалла.

Вĕрентекен пуринчен те ырă, пултаруллă, хисеплĕ, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма тата темĕнле ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын. Çак сăмахсем Шăхальти тĕп шкулти биологи, хими, географи учителĕ Валентина Владимировна Иванова пирки пыраççĕ. Çут çанталăк хăй ăна ырă енсене çеç панă тейĕн. Савăнатпăр та, мухтанатпăр та, хамăрăн юратнă вĕрентекенĕмĕрпе. Паянхи пекех куç умĕнче тăраççĕ-ха вăл ирттернĕ уроксем. Яланах темăна тĕплĕн ăнлантарни тата урок вĕçĕнче çирĕплетсе хăварни асра. Валентина Владимировна вĕренекенсем хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать. Унăн урокĕсене юратнине пулах эпир те çак профессие алла илтĕмĕр.
Хамăр юратнă вĕрентекенпе ĕçлеме май килнĕшĕн эпир питĕ савăнатпăр. Ку пире ĕçре хавхалану парать, çитĕнÿсем тума хистет. Акă кăçал та эпир хамăр вĕрентекенпе пĕрле «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2016» конкурса хутшăнтăмăр. Уçă уроксем ирттертĕмĕр, тĕрлĕрен конкурссем витĕр тухрăмăр. Эпир хамăра кунта та чи телейлĕ вĕрентекенсем тесе шутларăмăр, мĕншĕн тесен юратнă вĕрентекен пирĕнпе пĕрле пулса пулăшса пычĕ.
Пирĕн çитĕнÿсем, Валентина Владимировна, сирĕн çитĕнÿсем тесе шутлатпăр эпир, мĕншĕн тесен пирĕн пĕлÿ никĕсне эсир хунă. 
Дмитрий Лисицкий Раççей шайĕнче ирттернĕ экологи олимпиадинчен призер пулса таврăнни те - сирĕн тÿпе.
Тавтапуç сире, юратнă вĕрентекенĕмĕр. Сирĕнпе савăнатпăр та, мухтанатпăр та, мăнаçланатпăр та. Сире иртсе кайнă çуралнă кун ячĕпе те, Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе те ăшшăн, чĕререн ырă сунса саламлатпăр.
Нихăçан вăй-хал ан чактăр,
Пултăр ăнăçу ялан.
Сире ăшшăн саламлатпăр
Ыр сунса пур кăмăлтан.

Первоисточник: 1987-1989 cулсенче вeренсе тухнa Надежда Лисицкая, Клавдия Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика