05 октября 2016 г.
Республика шайĕнче иртнĕ «Çын ĕçпе мухтавлă» конкурс вĕçленнĕ. Унăн тĕллевĕ Чăваш Республикинчи ĕç çыннин сумне çĕклесси, çитĕнĕвĕсене мухтасси.
Çак конкурса республикăри 16 районпа 9 хулари 101 вĕрентÿ организацийĕ хутшăннă, пурĕ 544 ĕç тăратнă. «Ĕç çыннисене мухтаса юрлатпăр» номинацире ĕçсене истори очеркĕ, реферат е тĕпчев ĕçĕ туса хатĕрленĕ. Çак номинацире пĕрремĕш ÿсĕмри ушкăнра 2-мĕш вырăна Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен И.Романова /руководителĕ С.Романова/ тивĕçнĕ. Иккĕмĕш ÿсĕмри ушкăнра 1-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен А.Алексеева /руководителĕ Т.Алексеева/ тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăна Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Д.Яковлев /руководителĕ И.Николаева/ тухнă. Виççĕмĕш ÿсĕмри ушкăнра 2-мĕш вырăна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Ю.Осипова /руководителĕ Е.Дымова/ çĕнсе илнĕ.
Конкурса тăратнă ĕçсене хакланă май комисси членĕсем пур ĕçсем те лайăх пулнине палăртнă. Ачасем ĕçĕсенче хăйсемпе юнашар пурăнакан çынсем çинчен, асатте, атте, кÿршĕ, вĕрентекен пирки каласа кăтартнă. «Кашни ĕç хăйне евĕрлĕ пуян та илĕртÿллĕ, кăсăклă. Çĕнтерÿçĕсене суйлама çав тери йывăр пулчĕ. Анчах та конкурс конкурсах çав ...», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне конкурс комиссийĕн членĕ.
Конкурса хутшăнни çинчен калакан свидетельствăсене тата çĕнтерÿçĕсен дипломĕсене вĕрентÿ организацийĕсен электронлă адресĕсем тăрăх салатса парĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.