05 октября 2016 г.

«Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан» текен ваттисен сăмахне кулленхи пурнăçра кашни утăмрах асра тытма тăрăшатпăр. Çулсеренех октябрĕн 1-мĕшĕнче вара чи сумлă та хисеплĕ ватăсене тивĕçлипех тимлĕх уйăратпăр. Акă, ырă йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун пирĕн районта та вĕсене чысласа мероприятисем чаплă лару-тăрура иртрĕç.
Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану центрĕнче район аталанăвĕшĕн пысăк пахалăхлă ĕçсем тунă вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, хăйсен пĕтĕм пĕлĕвне халăха тата Тăван çĕршыва халалланă аслă ăрăвăн çыннисене чысласа концерт пулчĕ. Малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов пухăннисене ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çывăх çынсен ăшпиллĕ юратăвĕпе хисепне туллин туйма, ырлăх тата тăнăçлăх сунчĕç. Вырăнти артистсен юрри-ташшийĕ, яваплă çынсен ăшă сăмахĕ вĕсен кăмăл-туйăмне çитес çулчченех хавхалантарса тăрĕç.
Районти ача-пăча библиотекинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 4 «Г» класра вĕренекенсем хăйсен çывăх çыннисемпе пĕрле «Ĕçе савакана çынсем те хисеплеççĕ» ятпа аслашшĕпе асламăшĕсене халалласа ирттерекен мероприятие хутшăнчĕç. Кунтах «Мăнукĕшĕн аслашшĕ - ăс-тăн, асламăшĕ - чун» курав йĕркеленĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем сăвăсене пысăк кăмăл-туйăмпа вуларĕç, электронлă презентаци мелĕпе хăйсен юратнă асламăшĕсемпе аслашшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем çинчен каласа кăтартрĕç.
Чупай ял тăрăхĕнче ватăсен кунне халалласа «Чунра - ăшăлăх, тăнлав çинче - шуралнă çÿçсем» ятпа уяв иртрĕ. Çак чаплă кун сумлă ватăсене Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Димитриев уяв ячĕпе чунтан саламларĕç. «Солнышко» ача садне çÿрекен шăпăрлансем тата вырăнти художествăлла пултарулăх ушкăнĕ куракансен чĕрисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе, хаваслă ташăпа тыткăнларĕç.
Вăтакас ялĕнчи клубра та çак ял тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсене сума суса «Ватăлмаççĕ чунĕпе ветерансем» кану каçĕ иртрĕ. Уява Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский ватăсене сумлă уяв ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Вĕсене нумай çул пурăнмашкăн çирĕп сывлăх сунчĕ. Культура ĕçченĕсем хăнасене пуян концерт программипе савăнтарчĕç. Уяв пурне те çав тери кăмăла кайрĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнче аслă ăрури çынсене пысăк хисеп туса пурте чыслаççĕ. Чулкасри культура çуртĕнче те сумлă ватăсене уяв ячĕпе саламлама çак ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Дмитриев тата ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ М.Семенова, 3 тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен класс руководителĕсемпе пĕрле пуçтарăнчĕç.
Палăртас пулать, районти кашни ял тăрăхĕнчи ялсенчи культура вучахĕсенче те ватăсене чĕререн саламларĕç, çамрăксене тĕрĕс çул çине тăратнăшăн, ăс панăшăн, тĕрĕс-тĕкел пурăнма вĕрентнĕшĕн тав турĕç.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн паянхи ĕçченĕсем те хăй вăхăтĕнче кунта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ редакци ĕçченĕсене, ветерансене сума суса çулсеренех хăнана чĕнсе вĕри чейпе, тутлă кукăльпе сăйлаççĕ. Ырă йăлана тытса пырса, кăçал та редакци тĕпелĕнче нумай çул тĕп редактор пулса тăрăшнă Н.Васильев, пултаруллă журналист А.Белова, И.Иванов фотокорреспондент пулчĕç. Хаçатăн тĕп редакторĕ З.Павлова хисеплĕ ватăсен ячĕпе чылай ăшă сăмах каларĕ. Ыттисем те унпа пĕр шухăшлă пулчĕç.
Райадминистраци сайтĕнчи материалсемпе усă курса
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА хатeрленe.