05 октября 2016 г.

«Пире юрă ĕçлеме, пурăнма пулăшать...» Çак йĕркене эпĕ пĕтĕм çĕршыв, халăх юратнă юрăç Леонид Утесов «Веселые ребята» кинофильмра шăрантаракан юрăран илтĕм. Çапла, этем пурнăçĕнче музыка, юрă питех те пысăк вырăн йышăнать пулин те пултаруллă музыкант е юрăç, уйрăмах вĕрентÿçĕ пулма кашниех пултараймасть. Ăна валли çутçанталăк парнеленĕ талант кирлĕ. Çак талантсем вара сайра-хутра пулин те яланах пулнă, пур, малашне те пулĕç. Вĕсенчен пĕри вăл пирĕн Вăрмар районĕнчи - аслă ăрури нумай çын астăвакан Вениамин Никифорович Васильев пулнă.
Вениамин /эпир ăна Веня тесе чĕнеттĕмĕр çамрăк чухне/ 1936 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Кĕлкеш ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ, шкулта вĕреннĕ, никам пулăшмасăрах купăспа вылянă. Ялти вуншар-вуншар çынна, уйрăмах яш-кĕрĕме савăнтарнă. Çитĕннĕçемĕн унăн музыкант пулас шухăш çуралнă. Çак тĕллевпе вăл Йошкар-Олари музыка техникумне вĕренме кĕрет, унта музыкант-баянист специальноçне алла илет. 1959 çулта районти Культура çуртĕнче художествăлла руководитель пулса ĕçлеме тытăнать. Унăн пултарулăхĕ çийĕнчех палăрать. Вăл йĕркелесе ертсе пынă хора, хĕрарăмсен, арçынсен, ветерансен, çамрăксен ансамблĕсене çынсем йышлăн çÿреме пуçлаççĕ. Культура çуртĕнче вара каçсерен баян сасси, юрăсем юрлани янăраса тăратчĕ. Уявсенче пысăк концертсем лартатчĕç.
Эпир, вăл вăхăтра Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсем те, кашни каçах Культура çуртне çÿреттĕмĕр. Кунта çитĕнекен ăру валли усăлли пайтах пулнă: кино, юрă-ташă, вĕрсе каламалли оркестр выляни, драма кружокĕн репетицийĕсем, хаçат-журнал, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти те.
...Вениамин Васильевпа эпир 1967 çулхи кĕркунне, хам комсомол райкомĕнче ĕçлеме пуçласан, çывăх паллашрăмăр. Ун чухне вăл культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Комсомол ĕçĕ нумай енлĕччĕ. Вĕсенчен пĕри - çамрăксен канăвне кирлĕ пек йĕркелесси, вĕсен тавракурăмлăхне ÿстересси, сарасси пулнă. Ку ĕçре вара культура учрежденийĕсен тÿпи питĕ пысăк пулнă, халĕ те çаплах.
Яшсемпе хĕрсене художествăлла пултарулăх ушкăнне явăçтарассипе, тĕрлĕ енлĕ культурăллă-массăллă ĕçе хутшăнтарассипе комсомол райкомĕпе Культура çурчĕ пĕрле, алла-аллăн тытăнса ĕçленĕ. Вениамин Васильев пирĕн пата райкома тăтăшах çÿретчĕ, эпир те, комсомол ĕçченĕсем каçсерен, уйрăмах шăматкунпа вырсарникун, культура çуртĕнчен тухман. Пĕрле плансем тунă, пĕрлех тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. 60-70-мĕш çулсенче КВНри тĕлпулăвĕсене ирттересси анлăн сарăлнăччĕ.
Культура çурчĕ çумĕнче яланах хор, драма, ташлама юратакансен, музыкăпа литература кружокĕсем, агитбригада ĕçлетчĕç. Хорпа агитбригадăна Вениамин Васильев хăйех ертсе пыратчĕ. Агитбригада /унта 10-12 çын пулнă/ тăтăшах ялсенче, районти предприятисемпе организацисенче пулатчĕ. Унпа эпир те, комсомол ĕçченĕсем те çÿренĕ. Пухăннисем умĕнче лекцисемпе докладсем, калаçусем ирттереттĕмĕр, хăй тĕллĕн вĕреннĕ «артистсем» вара юрăсем юрлатчĕç, ташлатчĕç.
Вăл вăхăтра та, хальхи пекех, кашни çулах, июнь уйăхĕнче, районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем иртетчĕç. Вĕсен культура программи питĕ анлăччĕ. Халăха уйрăмах пĕрлештернĕ хор килĕшетчĕ. Хорта 350-400 çын юрлатчĕ, унпа пĕрле 6-7 баянист вылятчĕ. Паллах, ку питĕ кăткăс та пысăк ĕç пулнă. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ республикăра кашни çулах ирттерекен смотр-конкурссене те активлă хутшăнса, малти вырăнсене йышăнатчĕ.
Вениамин Никифорович питĕ ăшă кăмăллă çынччĕ, ытти çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ, вĕсене культурăллă-массăллă ĕçе хутшăнтаратчĕ. Культура çурчĕн сцени çинче М.Никулин, П.Петрова, М.Тимофеева, каярахпа тата Г.Матвеева, А.Михайлова, К.Никитин тата ыттисем те тăтăшах юрлатчĕç. В.Быков ертсе пыракан вокалпа инструмент ансамблĕ ?ВИА/ пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтаратчĕ. Н.Иванов, П.Соловьев, А.Иванов баянистсем те концертсем хатĕрлессипе нумай ĕçлетчĕç...
Районĕпе вара культура сферине малалла аталантарас ĕçе райĕçтăвкомăн культура пайĕ ăнăçлăн ертсе пыратчĕ. Унăн заведующийĕ пулса чылай çул хушши пултаруллă специалист тата организатор Павел Иванович Спиридонов ĕçлерĕ. Вăл тăрăшнипех нумай ялсенче çĕнĕ культура çурчĕсем, клубсем, библиотекăсем турĕç. П.Спиридоновпа В.Васильев районти культура çурчĕн çĕнĕ корпусне тума та нумай вăй хучĕç. Вениамин Васильева çак канăçсăр, анчах та районшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре унăн мăшăрĕ Инесса Ивановна ăнланса пулăшса пыратчĕ. Хăй те сцена çинче час-часах юрлатчĕ. Питех те шел, кăçал июлĕн 13-мĕшĕнче вăл пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Тăпри çăмăл пултăр ĕнтĕ çав питĕ сăпайлă, 5 ача çуратса ÿстернĕ ырă хĕрарăмăн.
... 20 çула яхăн ĕçлерĕ Культура çуртĕнче Вениамин Васильев. Район культурин историйĕнче вăл тарăн та ырă йĕр хăварчĕ. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче вара юратнă ĕçе пăрахса сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме куçрĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, культура ĕçченĕсен шалу укçи пысăк пулман çав. 90-100 тенкĕрен те иртмен /ун чухнехи укçапа/, çемьере вара каларăмăр ĕнтĕ, 5 ача пулнă. Вениамин Никифоровичпа Инесса Ивановна ачисене ырă-сывă пурнăç çулĕ çине тăратрĕç.
... В.Н.Васильев нумай пурăнаймарĕ çав, 2007 çулхи августăн 19-мĕшĕнче 71 çултах татăлчĕ унăн ĕмĕрĕ.
Эпир унпа пĕр вăхăтра, пĕрле ĕçленĕ çынсем, ăна ырă сăмахпа кăна аса илетпĕр. Унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕремĕрсенче, ячĕ вара - халăхра.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.