АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăлармалла

01 октября 2016 г.

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ иртнĕ. Спикерпа унăн заместителĕсен, комитет председателĕсен должноçĕсене палăртнă. Пĕрремĕш сессире пуçлăхсене палăртнипе пĕрлех йĕркелÿпе çыхăннă ытти ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Йăлана кĕнĕ тăрăх - парламентăн çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш сессине чи сумлă та аслă депутат ертсе пырать. Хальхинче те ку чыса Е.Бадаева тивĕçнĕ. Вăл чи малтанах пиллĕкмĕш суйлаври депутатсене тухăçлă ĕçшĕн тав тунă, çĕнĕ йыша лекнисене вара саламланă, республика аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хума ăнăçу суннă.

Пĕрлехи сасăлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн пуçлăхĕ А.Цветков паллаштарнă. Вăл сасăлава республикăри суйлавçăсен 60 проценчĕ хутшăннине, ку кăтарту лайăх пулнине палăртнă. Çапла вара регионти саккун кăларакан чи аслă органăн - Патшалăх Канашĕн - çĕнĕ йышĕ йĕркеленнине пĕлтернĕ. Александр Иванович çак ушкăна кĕме тивĕçнĕ депутатсене пурне те ят-хушаматран асăннă. Вĕсенчен çурри - 22-шĕ - пĕр мандатлă округсемпе, тепĕр 22-шĕ партисен списокĕсемпе суйланнă.
Пĕрремĕш сессие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă. Вăл суйлав кампанийĕ уçă та конкурентлă иртнине пĕлтернĕ. «Суйлавçăсем тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăларĕç. Вĕсем хăйсен сассисене тăнăçлăхшăн, Раççейпе Чăваш Енĕн ăнăçлă аталанăвĕшĕн, ачисен çутă малашлăхĕшĕн пачĕç», - палăртнă Михаил Васильевич. «Влаç - полномочисем çеç мар, халăх умĕнчи пысăк яваплăх та. Паян пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев - çынсен шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларасси. Эпир халăхшăн ĕçлетпĕр! Граждансен çивĕч ыйтăвĕсене халăхран уйрăм, пÿлĕмсенче çеç ларнипе татса параймăн. Суйлавçăсемпе çывăхрах пулмалла, çынсемпе хастартарах хутшăнмалла, вĕсене итлемелле тата илтмелле», - калаçăва тăснă регион Пуçлăхĕ. М.Игнатьев республикăра общество-политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пулнине аса илтернĕ, «Пирĕн тĕллев пĕрешкел - тăван тăрăхăн социаллă пурнăçпа экономика вăй-хăватне аталантарасси, пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, ачасен пуласлăхĕ тивĕçлĕ пултăр тесе тăрăшасси. Çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçлас тесен пĕтĕм вăя пĕрлештермелле: кам хăш партире тăнине, кама кăмăллани-кăмăлламаннине пăхмасăр», - тенĕ. Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ЧР Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулма уйăрса лартнине пĕлтернĕ. ЧР пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне Ю.Попова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа, унăн заместительне - Комитет председательне Н.Малова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. А.Никаноров депутата «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Сессире ЧР улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председательне суйланă. Депутатсен пысăк пайĕ В.Филимоновшăн - унăн кандидатурине «Единая Россия» парти фракцийĕ тăратнă - сасăланă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика