01 октября 2016 г.
1999 çулхи августăн 23-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине парасси çинчен" ЧР Президенчĕн 59-мĕш номерлĕ Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи августăн 31-мĕшĕччен ЧР Пуçлăхĕн уйăхсерен 400 тенкĕ чухлĕ ятран паракан стипендине Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Т.Беззубова /9 "В"/ тата Е.Эверскова /11 "В"/ тивĕçрĕç.
Т.Беззубова шкулта тата районта тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене, Пĕтĕм Раççейре çамрăксем хушшинче предметсемпе иртекен олимпиадăсене активлă хутшăнать. 2014 çулта муниципалитет тапхăрĕнче математика, обществознани, вырăс чĕлхи, биологи, географи предмечĕсемпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри шкул олимпиадинче призер; 2015 çулта географипе Пĕтĕм Раççейри шкул олимпиадинче çĕнтерÿçĕ, çак шайри олимпиадăрах пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ тата православи культурин предмечĕсемпе призер; 2014 тата 2016 çулсенче Санкт-Петербургра биологипе шкулта вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин призерĕ; 2014 çулта республика тата район шайĕнче экологипе биологи предмечĕсемпе иртнĕ наукăпа практика конференцийĕсенче призер; Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ çамрăксем хушшинче обществознани предмечĕпе 2-мĕш степеньлĕ çĕнтерÿçĕ; биологи предмечĕпе 2-мĕш степеньлĕ регионти çĕнтерÿçĕ пулнă.
Çавăн пекех Татьяна акцисене, тĕрлĕ шайра иртекен интеллектуаллă тата пултарулăх конкурсĕсене тăтăшах хутшăнать. 2014 çулта "Не губите первоцветы, весны первые приметы" республикăри акцинче призер; çав çулах Пĕтĕм Раççейри VI "Ребус-2014" математикăпа конкурс призерĕ; Пĕтĕм Раççейри "Чувашская ласточка-языкознание для всех 2014 года" вăйă-конкурс çĕнтерÿçи. Шкул пурнăçĕнче активлă пулнипе пĕрлех вăл вĕренÿре те "5" паллăсемпе кăна вĕренет.
Е.Эверскова çирĕп тĕллевлĕ, пĕлÿ патне унăн туртăмĕ яланах пысăк. 6-мĕш класранпа шкул, муниципалитет, республика, Пĕтĕм Раççей шайĕсенче тĕрлĕ предметпа куçăмлă тата куçăмсăр майпа иртекен олимпиадăсене тата конференцисене хутшăнать. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ тата чăваш чĕлхи предмечĕсемпе призер; çав çулах "Туслăх хĕлхемĕ" республикăри фестивальте "Çăлтăрчăк" номинацинче призер пулнă. Раççей шайĕнче куçăмсăр майпа иртнĕ шкул ачисен олимпиадинче географипе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Шкул пурнăçĕнче те вăл хăйĕн активлăхĕпе палăрать. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çак шкулта тухса тăракан "Голос школы" хаçата час-часах материалсем çырса тăнă. Регионсем хушшинче иртнĕ пултарулăх конкурсĕн "Лучшая газета сельской школы" номинацинче 1-мĕш вырăна тухнă. 10-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра асăннă хаçатăн редакторĕ пулнă. Елена виçĕ çул хушши ĕнтĕ "Зарница" тата "Орленок" çамрăк армеецсен юхăмне хутшăнать. "Волейбол" секцине çÿрет. Районта çак спорт тĕсĕпе иртекен ăмăртусене хутшăнса вĕсен команди çĕнтерÿçĕ тата призер пĕрре мар пулнă. Вĕренÿре те "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА хатeрленe.