01 октября 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69, 70, 72, 73, 75, 77-мĕш номерсенче/.
Николай Прокопьевич ИВАНОВ - Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнче 1938 çулта çуралнă. Кунтах вăл 10 класс пĕтернĕ, шкулта чухнех хăйĕн пĕрремĕш сăввисене «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетлеме пуçланă.
1961 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш пединститучĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухсан, Кавалти вăтам шкулта, ВЛКСМ райкомĕнче, Кĕтеснерти сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçлет, юрăсем çырма пуçлать. 1961 çултан пуçласа 1964 çулччен Шупашкарти музыка училищинче пĕлĕвне ÿстерет, унтан пединститутăн музыка факультетĕнче вĕренет. Вĕренÿ тапхăрĕнче нумай юрă-кĕвĕ, сăвăсем, юптарусем çырнă. Институтăн музыка факультетĕнчен вĕренсе тухсан, Вăрмарти ачасен музыка шкулĕнче ĕçлеме тытăнать.
1971 çултан пуçласа 2000 çулччен пĕр улшăнмасăр директорта вăй хурать. 30 çула яхăн «Хĕрлĕ ялав» хаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвне ертсе пырать, çамрăк авторсене кирлĕ пулăшу парать. Республикăри çамрăк сăвăçсен конкурсĕн дипломанчĕ тата лауреачĕ. РСФСРăн халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ, РСФСР тата Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăх творчествин, республикăри, районти конкурс-фестивальсен смотрĕсен лауреачĕ.
Чăваш Писателĕсен союзĕпе Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. 1995 çулта «Ăшă туйăм ытамĕнче» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта авторăн 57 юррине кĕртнĕ. Чăвашрадио передачисем валли Н.Ивановăн çирĕм ытла юррине çырса илнĕ. «Тăван ен» юрă 1995 çулта «Чăваш Ен» телерадио компанийĕ ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ.
Композитор шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенчи ачасем, вокалпа инструмент ансамблĕсем, хорсем валли те сахал мар кĕвĕленĕ.
Вăл - Пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн I, II, III фестивалĕсен, «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивалĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри музыка обществин отличникĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
1973 çулта хаçат редакцийĕпе унăн литература пĕрлешĕвĕ, районти культура пайĕпе тата ВЛКСМ райкомĕпе пĕрле районти çамрăк поэтсен конкурсне ирттернĕ. Конкурс итогĕсене ноябрĕн 15-мĕшĕнче - район хаçачĕ тухма пуçланă тĕлне пĕтĕмлетнĕ. Жюри членĕсем конкурс итогĕсене çапла хак панă:
пĕрремĕш премие - Анатолий Тимофеева /Ыхраçырма/;
иккĕмĕшне - Николай Иванова /Шăхаль/;
виççĕмĕшне - Женя Лазаревпа Василий Григорьева /Вăрмар поселокĕ/ пама йышăннă. Вĕсене библиотечкăсем парнеленĕ.
Çулталăк вĕçленнĕ тĕле «Пилĕкçуллăх паттăрĕсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чи лайăх очерксен, калавсен, репортажсен çĕнтерÿçисем çаксем тесе йышăннă: Иван Перов - «Телей» очеркшăн - пĕрремĕш преми; Михаил Авксентьев - «Кăвак çулăм» тĕрленчĕкшĕн - иккĕмĕш преми; Меркурий Николаев - «Революци матросĕ» очеркшăн - иккĕмĕш преми; Василий Григорьев - «Чăн-чăн тус» калавшăн - виççĕмĕш преми; Илья Алексеев - «Кирпĕч çапакансем» очеркшăн - виççĕмĕш преми.
Район хаçатне ытларах сарас енĕпе ирттернĕ конкурс итогĕсене те пĕтĕмлетнĕ.
Район хаçатне чи нумай çырăнтарса пĕрремĕш вырăна Çиçтĕпери О.Садовникова тухнă; иккĕмĕшне - Шăхальти А.Черновăпа Л.Чернова; виççĕмĕшне - Кĕçĕн Шăхальти А.Ефимова тата М.Степанов.
Обществăлла майпа çырăнтаракансенчен Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинчи А.Степанов çĕнтернĕ.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.