АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхипе хальхине танлаштарсан

01 октября 2016 г.

Пурнăç кунран-кун улшăнса пынине çулсем иртсен кăна асăрхама тытăнатпăр. Пĕр-пĕр япалана е ыттине те мĕншĕн апла турăм-ши, çапларах кирлĕччĕ тетпĕр. 

Вăрмар районĕн центрĕнче, Вăрмар поселокĕнче, час-часах пулнă май, хальхи поселокăн сăнарне 40-50 çул каяллахи сăнарĕпе танлаштарса тĕлĕнетĕп: малтанхи çулсенче урамсенче шыв-шур тапхăрĕнче утса иртме çăмăл марччĕ - шыв кÿлленчĕкĕсем нумайччĕ, пылчăклăччĕ. Халĕ - асфальтлă çул.
Куç умне иртнĕ çулсенчи стандартсене, санитари нормисене пăхăнса тунă çуртсем тухса тăраççĕ. Халĕ вара пĕр хутлисем кăна мар, икĕ-виçĕ хутлă çуртсем çĕклене-çĕклене лараççĕ. Федераллă тата регионти тĕрлĕрен программăсенчен пĕринчен те пăрăнса юлмасть район, малаллах ĕçлет.
Астăватăп-ха, райком партин тата районăн тĕп ĕç комитечĕн йывăçран тунă икĕ хутлă çуртчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр çуртрах вырнаçнăччĕ. Халĕ вара районти тĕп влаçăн çурчĕ виçĕ хутлă, юнашарах культура çурчĕ вырнаçнă, çул урлă икĕ хутлă кирпĕч çуртра - суд çурчĕ. Хальхи вăхăтра Ленин урамĕн сăнарĕ тĕпрен улшăннă, çĕнĕрен тунă çуртсем нумайланнă. «Универмаг» лавкка çурчĕ мĕне тăрать, хуларинчен пĕрре те кая мар. Ĕлĕкхи вăхăтра культмаг, тетчĕç. Вăл «Шанчăк» лавкка пулнă çуртра вырнаçнăччĕ. Халĕ вăл çук ĕнтĕ, унăн вырăнĕнче евростандарт нормисемпе çĕкленĕ çурт, архитектура енĕпе илĕртÿллĕ - шедевр теме те юрать. Çак урамрах ăмăртмалла тунă çĕнĕ чăвашсен суту-илÿ çурчĕсем, музей çурчĕ те куçа илĕртет, тăватă хутлă районăн тĕп поликлиникин тата икĕ хутлă тĕп библиотека çурчĕсем чуна савăнтараççĕ тата ытти те. Çав хушăрах чуна хурлантараканнисем те пур. Районти АТК, РСУ ячĕсем манăçа тухнă, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн предприятийĕ хăш вырăнта пулнине те пĕлейместĕн, малтанхи «Сĕтел-пукан фабрики» арканнă, ĕлĕкхи ячĕ те юлман. Юрать-ха, унта уйрăм предприятисем йĕркеленсе халĕ тĕрлĕрен сĕтел-пукан, шкапсем туса кăларса вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене таварĕсене ăсатаççĕ. «Заготзерно» вырăнĕнче мĕнле организаци пулнине пĕлместĕп те. «Универсал», «Известь завочĕ» ятсем халĕ архивра кăна упранса юлнă пулсан та аванччĕ. Пурне те аса илсе пĕтерме те çук. Автовокзал вырăнĕнче районти военкомат çурчĕ вырнаçнăччĕ. Мана чукун çулăн вокзалĕ çурчĕ хăй вырăнĕнче марри кăна пăшăрхантарать е ăна автовокзал юнашар пултăр тесе çав вырăна лартнă-ши? Çак ыйтăва, ман пекех, чылайăшĕ пĕлмеççĕ пулĕ. Çурт-йĕр стандарчĕсен нормисене, тĕп планĕсене пăхăнса тунă çурт мар тесе калас килет. Чукун çул хĕрринчи шыв башнин çуртне куçарса пăрахнăшăн та кăмăлсăр эпĕ. Лартăр пулатчĕ ĕнтĕ вăл, кама чăрмантарнă-ши? Вăхăт пур, аса илмеллисем те нумай. Хальхи çамрăксене çак сăмахсене кăна каласшăн: «Иртнине пăрахăçлани, халĕ лайăх ĕçленине пĕлтермест вăл. Пур çумне пур хушмалла, вара тин йĕрке пулĕ».

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ВИШНЕВСКИЙ, тивecлe канури инженер-строитель, проектировщик.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика