01 октября 2016 г.

Раççейре кино çулĕ пырать. Çавăнпах пулĕ тĕрлĕ çулсенче курнă кинофильмсем нумай аса килеççĕ. Астăватăп, пĕррехинче Арапуç ялне Индире ÿкернĕ «Бродяга» ятлă кино кăтартма килеççĕ тенине илтсен, эпир, шкул ачисем, ăна курасшăн чупкалама пуçларăмăр. Аннерен укçа ыйтрăм. Вăл: «Хĕрĕм, укçа çук çав», - терĕ. Билет хакĕ ун чухне 5 пусчĕ пулмалла. Пурпĕрех клуб умне кайрăм, питĕ Инди фильмне курас килет-çке-ха.
Халăх туллиех. Кино, спектакль, концерт таврашне курма çынсем йышлă çÿренĕ çав çулсенче. Ман юлташсем билет илсе клуба кĕрсе кайрĕç. Эпĕ тăратăп та тăратăп. «Эх, 5 пус укçа пулнă пулсан эпĕ те кĕреттĕм», - пуçра çакăн пек шухăш мĕлтлетет. Шăп çак вăхăтра: «Анисса, санăн укçа çук-и мĕн? - ыйтрĕ ман пиччен юлташĕ Мирун Сани. - Ăхă, - тетĕп пуçа çĕрелле усса. - Атя, хам кĕртетĕп, - терĕ те билет илсе мана алăран çавăтса клуба кĕртсе ячĕ. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Çитмĕл улттă та тултартăм. Миçе кино курнă-ши? Шутласа та кăларас çук. Анчах çав самант темшĕн ялан аса килет. «Бродягăна» курни, унăн ăнăçлах мар пурнăçĕ пирки ăна хĕрхенсе макăрни, артистсем пысăк ăсталăхпа ĕнентерÿллĕ выляни халĕ те куç умĕнче темелле. Кирек мĕнле кино курнă чухне те, çамрăклах, эпĕ хама пĕр-пĕр сăнар ролĕнче пек туяттăм. Тен, çавăнпа-ши, артист пулас шухăш çуралнă манăн. Пурăна киле Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлесе курма та тÿр килчĕ. Нумай сăнарсем уçса панă, тĕп рольсенче вылянă, Чăвашрадиопа паракан спектальсене пĕрре кăна мар хутшăннă.
М.Горький ячĕллĕ «Мосфильм» киностудисенче ÿкернĕ «Коммунист», «Девушка без адреса» фильмсене чăвашла куçарнă çĕре тата калаçма шанчĕç мана. Ролĕсем пысăк мар пулин те маншăн чыс-хисеп, савăнăç пулчĕ ку. Эпир Виктор Родионов, Ефим Никитин, Леонид Семенов, Рона Ананьева тата ытти театрăн паллă артисчĕсемпе кинофильмсенчи сăнарсене вырăсла калаçнă ролĕсене чăвашла калаçса вылянă. Пĕрре те çăмăл мар çакă. Вырăсла тата чăвашла калаçнисене сасă кăларнă чухнехи тутари пĕр пек хусканусем тумалла, урăхла артикуляци лармалла. Сăмах, предложени текстри шухăш пĕлтерĕшне улăштармалла мар тата ытти те.
Çак фильмсене чăвашла калаçнине кăларсанах, вĕсене халăха час-часах кăтарнă. Унта чăвашла калаçакансен ячĕсене çырнă титр çинче манăн ят А.Белова тесе çырни пур. Ку чунăмра ăшă туйăм çуратать. Апла пулсан, кино историйĕнче манăн та пĕ-ĕ-ĕ-чĕк ят пур тени йăнăш пулмĕ тетĕп.
Тата тепĕр самант астăватăп: эпир 2007 çулта районти «Парне» фольклор ушкăнĕпе Мускава уява - Чăваш Акатуйне кайрăмăр. Кунĕпех чăвашсемпе, тĕрлĕ наци çыннисемпе юрларăмăр-ташларăмăр, паллă çынсемпе тĕл пултăмăр. Станислав Садальский киноактера та куртăмăр. Ăна эпир «Место встречи изменить нельзя» тата ытти нумай фильмсем тăрăх аван пĕлетпĕр. Телевиденипе «Таблетка» передачăна та ертсе пычĕ вăл. Паллă актер пирĕн республикăри Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче çуралнă. Унпа эпир сăн ÿкерттертĕмĕр: А.Белова, С.Садальский, Г.Петрова, Н.Михайлов.
Пĕр вăхăтра киноартисем çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсене тухса çÿресе халăхпа курса калаçатчĕç. Пирĕн районта Т.Семина, К.Хитяева, Ю.Кузнецов пулнăччĕ. Вĕсем районти культура çуртĕнче тĕлпулусем ирттернĕ. Хăйсен ролĕсем, пурнăçĕ çинчен каласа панăччĕ. Автографсем парса хăварнăччĕ. Т.Семинан автографĕ манăн та пур.
Кино çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ искусство. Вăл пире ырăпа усала уйăрма, тĕрĕс çулпа утма вĕрентет, çĕршыва, пурнăçа юратма воспитани парать. Унăн ырă енĕ чарăнми юхса выртакан иксĕлми çăлкуç пек тапса тăрать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.БЕЛОВА, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.