АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ

28 сентября 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Монохуласен аталанăвĕн фончĕ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорĕпе И.Кривоговпа  тĕл пулнă. 

Вĕсем республика Правительствипе фондăн малашнехи хутшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев И.Кривогова пулăшу кÿнĕшĕн тав тунă. Канаш хулинче çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланине пула муниципалитета ăнăçлă аталанма тата çамрăксен пултарулăхне кăтартма хушма майсем тупăннине палăртнă. И.Кривогов фонд Чăваш Республикипе ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ. «Чăваш Ен - общество укçи-тенкипе тухăçлă усă курнине кăтартакан тĕслĕх», - тенĕ вăл.
М.Игнатьев тата И.Кривогов Канаш хулинчи виçĕ объект строительствин тата реконструкцийĕн тăкакĕсене саплаштарма пулăшассине çирĕплетекен килĕшÿ тунă. «Килĕшĕве пурнăçлани 1500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май парать. Хулашăн тата регионшăн çав объектсене хута яни Канашăн инвестици ĕç-хĕлне аталантарма çĕнĕ вăй парать, çавăн пекех хула пурнăçне лайăхлатма пулăшать», - палăртнă фондăн генеральнăй директорĕ И.Кривогов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăй шухăшне пĕлтернĕ тăрăх, Канаш хулине аталантарма палăртнă мĕнпур мероприятие ăнăçлă йĕркелени пурăнма тата ĕçлеме çĕнĕ условисем тума май парĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика