28 сентября 2016 г.

Кирек епле предприятире е организацире те ĕçлекенсен ĕç условийĕсене еплерех йĕркелесе пынинчен пĕтĕмĕшле кăтарту килет. Çакă ĕçпе тивĕçтерекенсен яваплăхĕ. Акă Вăрмарти «Светлана» тулли мар яваплă обществăра çĕвĕçсен, ытти рабочисен ĕç сыхлавĕн условийĕсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ.
«Ĕç условийĕсем лайăх пирĕн, ĕçлеме килĕшет, çутă, ăшă, таса», _ тет çĕвĕ цехĕнче тăрăшакан Ю.Евстафьева. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Юлия Андреевна Евстафьеван пĕтĕмĕшле çĕвĕ производствинчи ĕç стажĕ 41 çул. «Светланăра» та вăл мĕн уçăлнăранпах каскăч /резак/ пулса вăй хурать. Кулленех пусма касса кăларакан лентăллă машина умĕнче вăл тумтир çĕлемелли татăксене касса кăларать. Эпир пынă вăхăтра вăл хĕллехи ĕç костюмĕ валли пусма татăкĕсем хатĕрлетчĕ. Юлия Андреевнан ĕç вырăнне ĕç сыхлавĕн нормисене пăхăнса йĕркеленĕ. Вăл сывлав органĕсене сиенлетесрен ятарлă повязка çыхса ĕçлет. Пусма татăкĕсене касса кăларакан лентăллă машинăна наладчик пăхсах тăрать, кирлĕ чухне юсать. Пусма татăкĕсене касса кăларакан цехра пиллĕкĕн вăй хураççĕ. Кунта ĕçлекенсем валли пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли эмелсемпе хатĕрсем йăлтах пур. Кашни уйăхрах ĕç сыхлавĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекенсемпе инструктаж ирттереççĕ. Хĕрарăмсем ĕçлекен пÿлĕме тирпей илем кĕртекенсем çуса тасатсах тăраççĕ.
Пĕтĕмĕшле ĕç процесĕ çирĕп йĕркене пăхăнса пулса пырать кунта.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.