28 сентября 2016 г.
Грипран тăвакан вакцинаци çак чирпе чирлессине самай чакарать. Вакцинацие пĕр хутчен кăна тăваççĕ, профилактика тĕллевĕпе эмелсене вара нумай вăхăт хушши ĕçме тивет.
Вăтамран вакцина çынна грипран 5-6 уйăх таранччен хÿтĕлет. Енчен те чирлесси пулать пулсан та, прививка тунисен вăл çăмăллăнрах, шала каймасăр иртет. Çавăн пекех вĕсем хушшинче ĕçе тухаймасăр больница листисене илекенсен шучĕ те сахалрах. Çие юлнă хĕрарăмсен те грипран прививка тумалла. Тĕпчевсен кăтартăвĕсем тăрăх ача кĕтнĕ чухне грипран прививка тунă хĕрарăмсен чир эпидемийĕ вăхăтĕнче ачисем вăхăтсăр çураласси тата вилесси прививка туманнисемпе танлаштарсан 20 процент сахалрах пулнă. Çавăн пекех грипран вакцина тунă амăшĕсен ачисем те çуралсан малтанхи 6 уйăхра гриппа сахалрах чирлеççĕ. Вакцинацилеме тытăнмалли меллĕ вăхăт - сентябрь тата октябрь уйăхĕсем. Кун пек чухне эпидеми тапхăрĕ пуçăниччен ?ытларах чухне вăл декабрь, январь уйăхĕсемпе пĕр килет% организмра иммунитет хÿтлĕхĕ кирлĕ чухлĕ йĕркеленет. Эпидемиччен иммунизаци тутармалла, каярах вăхăта хăварсан профилактика чирĕн инкубаци тапхăрĕпе пĕр килес хăрушлăх пысăкланать.
Районта пурăнакан халăха грипран иммунизацилес кампани малалла пырать. Профилактика прививкисен наци календарĕ шайĕнче 2016-2017 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче районта пурăнакан чирлес хăрушлăх пысăк ушкăнри 8190 çынна прививка тума палăртнă. Ку вăл 6 уйăхран иртнĕ ачасем, 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем, профессилле вĕрентÿ учрежденисен, аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем, медицина тата вĕрентÿ, транспортпа коммуналлă сфера организацийĕсен ĕçченĕсем, 60 çултан аслăраххисем, çара кайма хатĕрленекенсем, вăраха пыракан чирсемпе аптракансем. Вĕсемшĕн вакцинаци тÿлевсĕрех.
Сентябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне 1663 ачана тата аслă ÿсĕмри 3159 çынна прививка тунă. Ытти çулсенчи пекех профилактика прививкисен наци календарьне кĕртмен ĕçченсене хушма иммунизаци тума предприятисемпе организацисем, учрежденисем укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех районти тĕп больницăн инфекци чирĕсемпе кĕрешекен кабинетĕнче те харпăр-хăй укçи-тенкипе прививка тума пулать. Грипран хирĕç тăвакан вакцинăна «Фармация» ФПУП-ра туянма пулать. Унăн тел.: 8-835-44-2-33-89.
Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбина кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле. Ку вăл - лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста салачĕ. Суханпа ыхра çинчен вара нихăçан та манмалла мар. Таса уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Эсенкулов, районти тeп больницaн тeп врачeн заместителe.