АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлкуç шывĕ малалла та юхтăр

28 сентября 2016 г.

Çăлкуç шывĕ малалла та юхтăр

Кашни ялтах тирпей-илемшĕн, харпăр хăй ялĕшĕн чунтан тăрăшакансем пур. Нумайăшне тĕрлĕ çитменлĕхсем чунĕсене ыраттараççĕ. Чăннипех те пăшăрханаççĕ яваплăха туйса пурăнакансем. Акă, тĕслĕхрен Анаткас ялĕнчен килнĕ çыру.

«Пирĕн ял район центрĕнчен 5-6 çухрăмра, ял тăрăх администрацинчен Чулкасран - 3-4 çухрăмра вырнаçнă. Чылайăшĕ пирĕн яла çитсе курманнисем те пур пулĕ. Ял çырмара ларать пулин те эпир çуллахи кунсенче шывсăр аптăратпăр, тарăхатпăр. Юрать-ха, ял вĕçĕнче тапса тăракан çăлкуç пур. Вăл пирĕншĕн пурнăç тыткăчи, кирлĕ вăхăтра пулăшаканĕ тесе калас килет. Çăлкуç питĕ авалтанпах юхать, палкаса кăна тăрать. Анчах ун умĕнчи валашки çуркаланса пĕтнĕ, сип-симĕс юшкăнпа витĕннĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра çăлкуçне уйрăм çын ятарласа тирпейлесе тăнă. Халĕ вăл килсе курас пулсан мĕн тенĕ пулĕччĕ-ши? Шыв укçине тÿлетпĕр, «башня, башня...» теççĕ. Вăл çеç шыв памасть вĕт-ха. Çăлкуç валли укçа уйăрма çук-ши вара? Е тата ял халăхне хутшăнтарса йĕркелеме те пулмасть-ши? Хисеплĕ редакци, сирĕн хаçат 1931 çултанпах районпа шай утать, сирĕн хăватăр вăйлă. Çак ыйту çине хаçат урлă хуравласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр».

 

Анаткас ялĕнче пурăнакан 14 çын алă пуснă.

Редакцирен: çак ыйту çине хурав илес тĕллевпе Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Ивановпа телефонпа калаçрăмăр. Вăл пире çапла хуравларĕ: «Ял çыннисем питĕ тĕрĕс ыйту хускатнă. Çăлкуçне юсас пирки эпир те хамăр ĕç планĕ çине кĕртнĕ. Çуллахи вăхăтра ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ ют çĕре ĕçлеме тухса кайнине пула çеç ĕçе пуçăнма тăхтаса тăнă-ха. Валашкисене юсаса тирпейлеме строительство материалĕсене те хатĕрлесе хунă. Çанталăкĕ шăнтса тирпейленсен ялти арçынсемпе çак ĕçе пуçăнасшăн-ха».

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика