28 сентября 2016 г.

Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче арçынсем кĕпер юсани çинчен хаçатăн пĕр номерĕнче çырнăччĕ эпир. Уйрăмах çакна палăртса хăвармалла: «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов çак кĕпере юсама 100 пин тенкĕлĕх спонсорла пулăшу кÿнĕ. Республика кунĕ тĕлне çакă хăйнеевĕрлĕ парне пулчĕ. Çакă ял çыннисене кар тăрса ĕçе кÿлĕнме татах та хавхалантарчĕ ĕнтĕ. Паллах, ял çыннисемшĕн ку питĕ витĕмлĕ пулăшу пулса тăчĕ. «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов ял тăрăхне кĕпер юсама 100 пин тенкĕлĕх сăвай валли хулăн трубасем панă. Аслă Чак ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, Çĕнĕ Мăнтăрта пурăнакансем пулăшу кÿнĕшĕн пылак çимĕç фабрикин директорне уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.