АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕкрен вĕрентни - ĕмĕрĕпех асра

28 сентября 2016 г.

Пĕчĕкрен вĕрентни - ĕмĕрĕпех асра

Сентябрь уйăхĕн иртнĕ кунĕсенче Вăрмарти 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача садĕнче «Ача сачĕ тата çемье - ачана пĕрле аталантаратпăр» темăпа  ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ.

Пухăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, РФ ШĔМĕн «Урмарский» уйрăмĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем И.Скворцова, Л.Васильева, Вăрмарти тĕп больницăн педиатрĕ Е.Васильева та хутшăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕн пухăвне ача сачĕн заведующийĕ М.Иванченко хăйне евĕрлĕ пуçларĕ, вăл ашшĕ-амăшĕсене светофорсем вырнаçтарнă «пĕчĕк автохулапа» паллаштарчĕ. Ача садне çÿрекенсем светофор çутипе çул урлă каçма пĕлнине кăтартрĕç. Малалла пуху ача сачĕн акт залĕнче иртрĕ. Кунта ашшĕ-амăшĕсем чылаййăн пухăнчĕç. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа воспитательсемпе педагогсем, ачасем кунта пухăннисене концертпа савăнтарчĕç. Е.Васильева педиатр ачасен апат рационĕ усăллă белокпа, пахча-çимĕçпе, улма-çырлапа, витаминсемпе пуян пулмалли çинчен асăрхаттарса каларĕ. Ачасен сывлăхне профилактика мероприятийĕсем, гимнастика урлă çирĕплетмелли çинчен аса илтерчĕ. Çавăн пекех Елена Валериевна ачасене грипран вакцинаци тумалли çинчен ăнлантарчĕ. 
Ача сачĕн заведующийĕ М.Иванченко «Родничок» ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăн пекех Марина Васильевна ача сачĕн коллективĕ ячĕпе ашшĕ-амăшĕсене пур ĕçре те пулăшса пынăшăн тав турĕ. Воспитани процесĕн ăнăçлăхĕ ашшĕ-амăшĕсемпе, воспитательсемпе тата педагогсемпе тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. 
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов «Родничок» ача сачĕ районта чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртса унăн ĕçне ырларĕ, малашне те ăнăçуллă пулма сунчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.Семенова, аслa воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика