АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри чупу иртнĕ

28 сентября 2016 г.

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри чупу иртнĕ

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ – 2016» чупу иртнĕ. Ăмăртусем Шупашкарта залив хĕрринче пулнă.

Кĕрхи старта тухнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ăшшăн саламланă. «Çĕршывра çулсерен «Наци кросне» ирттересси йăлана кĕчĕ. Раççейре, Чaваш Енре пурăнакансем хастаррăн чупăва тухаççĕ. Палăртма кăмăллă, хулара анчах мар, ялсенче те ватти-вĕтти спорта кăмăлласа хутшăнать. Спорт пурсăмăра та пĕрлештерет, ушкăнра пурăнма вĕрентет», - тенĕ хăйĕн саламĕнче спортсменсене саламланă май регион Пуçлăхĕ.  Пухăннисене çавăн пекех Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ, ăмăртусен тĕп судьи О.Иванова саламланă. Уявра саламланă май, спорт массăллă мероприятисене яланах хутшăнакансене пĕр чăмăра пухнине каланă вăл. Савăнăçлă спорт уявне Чăваш Республикин спорт министрĕ С.Шелтуков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков хутшăннă. Чупу кăнтăрла пуçланнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев йăлана кĕнĕ тăрăх, VIP-чупăва тухнă. Унпа пĕрле стартра республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем, федерацин тĕрлĕ службисен ĕçченĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсенче вăй хуракансем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, хула депутачĕсем тата ытти представительсем тухнă. Çак кун ыттисемпе пĕрле спортсмен-профессионалсем, бизнес тытăмра ĕçлекенсем, республикăна килнĕ хăнасем савăнсах спорт уявне пухăннă. Палăртма кăмăллă: ачасем те аслисем пек хăйсен вăйне виçме пултарнă. Шупашкарта çак мероприятине пурĕ 16 пин çын, пĕтĕмпе Чăваш Енре вара 60 пин çын хутшăннă.                

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика