АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнар

24 сентября 2016 г.

Горьки чукун çулĕн администрацийĕ чукун çул транспорчĕ çÿрекен объектсенче ачасем аманасси тата вĕсен вилеслĕхĕ ÿссе кайнине пăшăрханса пĕлтерет.

Çулталăк пуçланнăранпа электричество токĕпе пысăк хăвăртлăхпа пыракан поездсенчен тата чукун çул çинчи пысăк вольтлă проводасенчен 8 çултан пуçласа 17 çул таранчченхи 15 çамрăк аманнă, çав шутран 7-шĕ вилнĕ. Çак тĕллевпе çамрăксене асăрхаттармалла: 
- чукун çулпа çывхарса килекен поезд умĕн каçса кайма юрамасть, ятарлă çуран каçмалли вырăнпа кăна усă курăр;
- чукун çул çумĕнче, çавăн пекех ун çийĕн иртекен кĕпер çинче ачасен выляма юрамасть;
- станцинче тăракан вагонсемпе поезд цистернисем çине нихăçан та хăпарса ан кайăр, мĕншĕн тесен унта пысăк вольтлă проводасем иртеççĕ;
- чукун çулпа усă курнă чух çамрăксен наушниксем тăхăнмалла мар тата çав вăхăтрах телефонпа калаçмалла мар. Çывхарса килекен поезда асăрхамасăр, илтмесĕр те пултаратăр, çакă вара хăрушлăх кăларса тăратать. 
- чукун çул çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă правилăсене пăхăнса пырсан ачасен, аслисен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварма пулать. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Горьки чукун cулaн сайтeнчи материалсемпе усa курнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика