24 сентября 2016 г.
Çак кунсенче Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăхпа пĕрле Тупах ялĕнчи кивелсе юрăхсăра тухнă шыв уçлакан башньăна çĕннипе улăштарнă. Çĕнĕ башньăна «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Ямуков вырнаçтармашкăн тÿлевсĕр панă.
А.Савельевăпа Е.Григорьева шыв башнине тулаш енчен сăрланă. Ăна çĕклесе тăратма вара «Вăтам Энĕш» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ П.Крылов хăйĕн хуçалăхĕнчи автокрана ĕçе явăçтарнă. Тупах ялĕнче пурăнакансем шыв башнине вырнаçтарса лартнă çĕрте уйрăмах активлăхĕпе палăрнă.
Ял тăрăхĕн депутачĕ С.Николаевăн тракторĕпе турттармалли йывăр ĕçсене пурнăçланă, сварка ĕçĕсене Г.Емельянов тунă. Ăна М.Денисов, А.Паденьков, А.Виноградов, Г.Виноградов, А.Яковлев тата В.Трофимов пулăшса тăнă.
Пĕр-пĕрне ăнланса та туслă ĕçлесен ĕç те кал-кал пырать. Палăртнă тĕллеве йышпа туххăмрах çавăрса хума пултарни те куç умĕнчех.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.