24 сентября 2016 г.
Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен те нумай килет. Кун пек чухне çын хăйне лайăх та вăйлă туять. Мĕнле апат-çимĕçпе апатланмалли тата апат пахалăхĕ кашни çыннах кăсăклантарать. Кун пирки чылайăшĕ редакцине шăнкăравласа ыйтаççĕ е кĕрсен те çак ыйтăвах тапратса сăмах пуçлаççĕ. Паян редакци тĕпелĕнче Шупашкар хулин клиника центрĕн диетолог врачĕ Лариса Валерьяновна Агеева.
- Чăнах та, çын сывлăхĕшĕн тĕрĕс апатланни чи пĕлтерĕшли. Çавăнпа та рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча-çимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсентăран çăвĕ, тĕрлĕрен ешĕл курăксем /петрушка, укроп тата ытти те/, çăкăр.
- Апатланнин кун йĕркине мĕнлерех тытса пымаллине те каласа хăварăр-ха.
- Апата кунĕпе 4-5 хутчен сахалтарах порципе, кашнинчех пĕр вăхăталла çисен усăллăрах. Çывăрас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.
- Юлашки вăхăтра тăтăшах сахăр тата тăвар сахалтарах çиме калаççĕ. Кун пирки эсир мĕн каланă пулăттăр;
- Сахăра кунне 5-6 чей кашăкĕнчен ытларах çимелле мар. Ăна пылпа ылмаштарсан авантарах. Пыла вĕри чей çине ямалла мар, усăллăхĕ пĕтет. Сахăра нормăран ытларах çини тĕрлĕ чирсемпе аптраттарать.
- Тĕрлĕрен пахча-çимĕç нумайтарах çимелле теççĕ, вĕсем мĕн енчен усăллă;
- Çыннăн кунне 400-500 грамм тĕрлĕ пахча-çимĕç çимелле. Вĕсем организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе тата клетчаткăпа пуянлатаççĕ. Чĕрĕлле çиме юраманнисен пахча-çимĕçе духовкăра пĕçермелле.
- Сывлăхшăн апат-çимĕç кăна мар шыв та усăллă теççĕ. Чылайăшĕ вара таса шыв вырăнне газлă тĕрлĕ шывсем ĕçеççĕ, ку тĕрĕс-ши?
- Таса шыв - чи лайăххи, усăлли. Вăл ÿт-тире типсе кайма памасть, тĕрлĕрен сиенлĕ япаласенчен тасатать. Шыва талăкра 1,5-2 литр ĕçсен аванрах.
- Апатăн пахалăхĕ тĕрĕс хатĕрленинчен те килет пулĕ?
- Çапла. Тĕрĕс хатĕрлени сывлăхшăн усăллăрах. Ытларах пăспа пĕçермелле, ăшăлани сиенлĕ, тĕрлĕ чире яма пултарать. Çывăрас умĕн кофе е чей таврашĕ ĕçмесен лайăхрах çывăрма пулать. Типĕ апат çини апат хуранне ?желудока/ сиен кÿрет тата çын мăнтăрланать.
- Организмра витаминсем çитменни гиповитаминоз патне илсе çитерет, теççĕ. Çакăн сăлтавне ăнлантарса параймастăр-ши? Çак чир пуçланнине мĕнле пĕлме пулать тата çынна мĕнпе пулăшмалла?
- Гиповитаминоз чылай чухне тĕрĕс мар апатланнипе, организма витаминсем çитменнипе пуçланать. Хăш-пĕр чухне операци хыççăн та пулма пултарать. Çын хăвăрт ывăнать, ыйхă пăсăлать, ас туса юласси чакать. Чылай чухне çыннăн ÿт типет, тута çурăлать, ытлашши çутта тÿсеймест, çÿç тăкăнать, куççуль юхать тата ытти те. Çак сăлтавсене туйсан чи малтан врачпа канашламалла унтан тин сипленме тытăнмалла. Тĕрĕс апатланмалла тата витаминсемпе усă курмалла.
- Витаминсемпе çулталăкĕпех усă курма улма-çырлана, пахча çимĕçе мĕнле хатĕрлеме пулать-ха тата вĕсен усăллă енĕсене упраса хăварма пулать-ши?
- Консерваци, маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани мелĕсемпе усă курса упраса хăварма пулать. Анчах та асăннă меслетсен çитменлĕхĕсем те пур - пысăк температурăра хатĕрленĕ вăхăтра сиенлĕ япаласем пĕтнипе пĕрлех усăллисем те чакаççĕ. Йÿçĕтнĕ, тăварланă çимĕçсенче усăллă енĕсем татах та ÿсме пултараççĕ. Вĕсем вар-хырăм ĕçне, аппетита лайăхлатма пулăшаççĕ. Шăнтнă улма-çырлара та витаминсем чĕрринчен пĕрре те сахал мар. Анчах та вĕсене пĕрре ирĕлтерсен тепре шăнтма юрамасть. Типĕтнĕ улма-çырлара нумай чухне кирлĕ витаминсен пайĕ арканать. Нÿрĕке типĕтнĕ май вĕсем çинче сахăр нумайланать, калорилĕх - тутлăх пайĕ - ÿсет. Сахăрланă çимĕçре пылаклăх пысăкрах пулать. Диетологсем маринадланă, тăварланă çимĕçсене эрнере 1-2 хут кăна кăштах çиме хушаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА хатeрленe.