АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

24 сентября 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69, 70, 72, 73, 75-мĕш номерсенче/.

Павлов Алексей Павлович Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче 1942 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Канашри педагогика училищине, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтне, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи комсомолăн Центральнăй шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Тăвай районĕнчи Тушкильти сакăр çул вĕренмелли шкулта вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 
1968 çулхи май уйăхĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче çырусен пайĕн заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать. 1970 çулта ăна хаçатăн ответлă секретарĕ пулма çирĕплетеççĕ. 
1976 çулхи июльччен тăрăшать ку яваплă ĕçре. Унтан ăна ĕçлеме КПСС райкомне куçараççĕ. Часах Шупашкарта Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме пуçлать. Малтан - аслă, унтан ертсе пыракан редактор. Пичетре пурĕ 33 çул хушши вăй хурать, çав шутран 20 çулне - Чăваш кĕнеке издательствинче. 2001 çулхи июньтен - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн пресс-секретарĕ. 
А.Павлов Раççей Писателĕсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ. 
Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна СССР Пичет министерствин тата Чăваш Републикин Пичет министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. 
Ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. 
Вăл вăхăтра парти райкомĕ район хаçачĕн витĕмлĕхне ÿстерес, редакцие ăста та çамрăк кадрсемпе çирĕплетес енĕпе сахал мар тăрăшнă. Ку ыйтусене бюро ларăвĕсемпе пленумсенче час-часах сÿтсе явнă, редакци ĕçĕнчи çитменлĕхсене кăтартса хăварнă. 

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика