АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта хăтлă столовăй пулсан - вĕренес кăмăл та ÿсет

24 сентября 2016 г.

Шкулта хăтлă столовăй пулсан - вĕренес кăмăл та ÿсет

Шкул ачисен пурнăçĕнче апатлану уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Пĕр вăхăтрах ÿт-пĕвĕпе çитĕнекен ачана ÿсме те, вĕренме те сахал мар энерги кирлĕ. Ачасен апат рационĕ белокпа, çусемпе тата углеводсемпе, микроэлементсемпе, витаминсемпе пуян пулмалла. Кулленхи апат рационне тĕрĕс хатĕрлесен шкул ачин вĕренеслĕхĕ те ÿсет, сывлăхĕ те çирĕпрех пулать. Вĕренÿ вăхăтĕнче ачасен апатлану йĕркине еплерех хатĕрленине пĕлес тесе эпир Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсе унăн директорĕпе С.Антоновпа курса калаçрăмăр.

- Сергей Николаевич, сирĕн пурнăçра шкул пысăк вырăн йышăнать, ачасемшĕн чуна парса вăй хуни пур енчен те курăнать сирĕнте. Ачасен шкулти апатланăвне йĕркелес тесе те эсир сахал мар ĕçсем туса ирттертĕр.
- Эпĕ çак шкулта ĕçлеме пуçланă 2010-мĕш çулта, шкул столовăйĕ иккĕмĕш хутраччĕ. Кунти оборудовани те кивĕччĕ, шыв пулманни те пулатчĕ, апатлану залĕ те пĕчĕкчĕ. Роспотребнадзор ыйтнă тăрăх столовăй тивĕçтерместчĕ. Тавах "Шкул столовăйĕсене модернизацилесси" программăна. Çак программа пулăшнипе эпир 2013-мĕш çулта столовăйне пĕрремĕш хутра хута ятăмăр. Çĕнĕ оборудование кÿрсе киличчен малтанах столовăй валли вырăнне хатĕрлесе хутăмăр. Ку ĕçсене тума вара район администрацийĕ пулăшрĕ, 434 пин тенкĕ уйăрса пачĕ. Ун çумне 60 пин тенкĕ канализаци тума, столовăй валли сĕтел-пукан туянма 90 пин тенкĕ, чÿречесем лартма тепĕр 100 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Модернизаци программи тăрăх çĕнĕ столовăйне пăспа пĕçерекен пароконвектомат, чашăк-тирĕк çумалли оборудовани, 2 холодильник, 1 морозильник, пахча-çимĕç упрамалли шкап, çăкăрпа булка изделийĕсем пĕçермелли шкап, апат хатĕрлемелли икĕ плита тата ыттине те вырнаçтарнă. Кăçал шкул территорийĕнче хамăр участокри çĕр çинче туса илнĕ пахча-çимĕçе упрамалли икĕ склад туса лартрăмăр.
- Сĕтел-пуканпа оборудованисĕр пуçне паллах, меню, ачасем валли хатĕрлекен апат-çимĕç продукцийĕн пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ку тĕлĕшпе лару-тăру еплерех?
- Çитĕнекен ачасен организмне мĕн чухлĕ апат кирлине шута илсе пирĕн шкулта Роспотребнадзор хатĕрленĕ меню тăрăх апатлантараççĕ. Тĕрлĕ продуктсемпе пире В.Енькова уйрăм çын предприниматель тивĕçтерет. Çавăн пекех эпир ытти апат-çимĕç продукцийĕсемпе тивĕçтерсе тăма "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикипе, Вăрмарти элеваторпа, сĕт-çу продукцийĕпе тивĕçтерекен Куславккари "Млечный путь" обществăпа, "Шубинский" аш-какай комбиначĕпе килĕшÿсем тунă.
- Ачасем миçе хутчен апатланаççĕ?
- Шкул ачисем кунне икĕ хутчен вĕри апат çиеççĕ. Ирхи апат пĕрремĕш урок хыççăн. Вăл пĕр ача пуçне 12 тенкĕне кайса ларать. Иккĕмĕш апат вара - 3-мĕш е 4-мĕш урок хыççăн. Кăнтăрлахи апат 40 тенкĕ. Ачасен вĕренÿ кунĕ вăрăма тăсăлать. Нумайăшĕ кружоксене юлаççĕ. Паянхи куна шкулта 73 ача вĕренет, çав шутра пĕрремĕш класра - 10 ача. Унсăр пуçне шкул çулне çитмен ачасем - 16. 
«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафон шайĕнче пуçтарнă укçа-тенкĕпе усă курса эпир 3 ачана тÿлевсĕр апатлантарма май туса патăмăр. Ачасене тутлă апат пĕçерсе çитерессипе кунта 2 повар ĕçлет. Юлия Григорьевна Григорьева шкул столовăйĕнче 14 çул ĕçлет. Васильева Елена Германовна - 30 çул ытла. 2014 çулта вĕсем çĕнĕ квалификаци илнĕ. Шкул ачисем ытларах сĕтпе пĕçернĕ вермишель, тăпăрч пудингне, аш-какай çимĕçĕсене юратаççĕ.
- Сергей Николаевич, ачасене пур енлĕн аталантарма тăрăшатăр. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Ачасене пур енлĕн аталанма условисем хатĕрлетпĕр. Акă ачасен юлашки çитĕнĕвĕсенчен пĕри - "Безопасное колесо" конкурсра пирĕн шкул пĕрремĕш вырăн йышăнни. Шкулта кружоксем йышлă ĕçлеççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тепĕр çĕнĕ "Ташă" кружокĕ уçăлчĕ. Ăна Л.Волостнова ертсе пырать. Ачасемпе пĕрле тĕрлĕрен тĕрлĕ конкурссене хутшăнма тăрăшатпăр, призлă вырăн çĕнсе илсен вара çĕнĕ вăй-хăватпа тулатпăр. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика