24 сентября 2016 г.
Çак каларăша Авалхи Римра каланă, вăл вара паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Çĕршывăн экономика аталанăвĕ çулсен пахалăхĕнчен чылай килет. Çынсен пурнăçĕнче те çулсем пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Уйрăмах çакă яллă вырăнсенче лайăх палăрать. Çурхи-кĕрхи çумăрлă çанталăксенче сарман çулсем пылчăкпа çăрăлнă чухне район центрне çитсе килме пĕрре те çăмăл мар. Кун пек чухне васкавлă пулăшу машинисем те вăхăтра çитеймеççĕ.
Автоçулсем халăхăн наци пуянлăхĕ шутланаççĕ, халăх харпăрлăхĕн объекчĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем тăрăх патшалăх аталанăвĕн шайне хак параççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче автоçулсем тăвасси республикăн социаллă-экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Экономика тата халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çулсем хывас тĕлĕшпе республикăра тĕрлĕ программа пурнăçланать.
Юлашки 3 çулта пирĕн районта ку енĕпе май пур таран хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланă. Сăмахран 2014 çулта поселокри картишсене хытă сийлĕ çулсем сарассипе 1 миллион та 731 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. «Çÿлти Кинчер-Вăтакас» автоçула 1,972 километр тăршшĕ хывнă. Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул патне 1 километр ытла асфальтлă çул сарнă. 2015 çулта Арапуç, Чупай, Энĕшпуç, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче хытă сийлĕ çулсем сарассипе ĕçленĕ. Поселокри К.Иванов урамĕн картишне, Заводская урамне кĕрекен вырăнти çулсене юсаса çĕнетнĕ. Кăçал çул-йĕрсене юсама 14 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Çавна май «Вăрмар-Арапуç-Кĕтеснер автоçул» айккипе тротуар сарассипе ĕçсем пыраççĕ. Унсăр пуçне поселокри Ленин, Порфирьев урамĕсенчи картишсенчи çулсене çĕнетме палăртнă. Çавăн пекех «Энĕш-Чупай» вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çул-йĕрĕ çинче шăтăк-путăксене саплассипе хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланă. Кашни ял тăрăхĕнчех урамсенче хытă сийлĕ çул хывассипе ĕçлеççĕ. Çак ĕçсене «Инвест-Строй», «Транспортник» тулли мар яваплă обществăсем пурнăçлаççĕ. Унччен ĕçленĕ «Чăвашавтодор» АУО халĕ панкрута тухнă. Вăл панкрута тухнине пула вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсене вăхăтра юсаса çĕнетессипе хăш-пĕр чăрмавсем те килсе тухнă. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем, уйрăмах Тикаш, Шăхаль, Чупай, Энĕшпуç ял тăрăхĕсене хывнисем кивелсе, юрăхсăра тухса пыраççĕ. Вĕсене тĕпрен çĕнетмелли куç умĕнчех. Çак ĕçсене пурнăçлама вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ.
2020 çулччен республикăра 200 çухрăм автоçула реконструкцилеме палăртнă. Çак шутран 160 çухрăмĕ - ялсем, ял хуçалăх таварне туса хатĕрлекен объектсем патне выртаканни. Эппин малашлăхра çул çÿреме йывăртарах ял тăрăхĕсем патне те асфальтлă çул хывасса шанас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.