АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи тимлĕх ыранхи ырă пуласлăхшăн

24 сентября 2016 г.

Паянхи тимлĕх ыранхи ырă пуласлăхшăн

Шкул çулне çитмен ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес, вĕсен тавракурăмне анлăлатас, кăмăлĕпе ырă та чунĕпе пуян, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе сахал мар вăй хума тивет ача-пăча садĕнче тăрăшакансен. Акă пĕрремĕш пĕлÿ никĕсне те вĕсемех хываççĕ. Ача ку е вăл информацие мĕнле йышăнма пултарни вĕсенчен нумай килет-çке. Çак тĕллевсене çулран-çул пурнăçа кĕртсе пыраççĕ Арапуçĕнчи «Керменкке» ача-пăча садĕнче чунне парса ĕçлекенсем. 

1979 çулта октябрь уйăхĕнче хăйĕн алăкĕсене уçнă. Икĕ хутлă капăр здани, юмахсенчен илнĕ хитре ÿкерчĕксемпе илемлетсе эрешленĕ стенасем куçа илĕртеççĕ, яланах тасалăх та тирпей-илем хуçаланнине асăрхатăн. Ача сачĕ тавра карта тытса çавăрнă ятарлă вырăнта çу кунĕсенче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ. Паллах, çак илем, тасалăх тăрăшмасăр пулмасть. Ку енĕпе пурте яваплă. Воспитатель-и вăл, унăн пулăшуçи-и, каçхине хуралта тăракан-и вăл - пурте кунти хăтлăхшăн тăрăшаççĕ. Урăхла вăл пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен кунти ĕçе хăй ĕçне чунтан парăннă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан, кирлĕ вăхăтра яланах паха сĕнÿпе пулăшма хатĕр, 3 çула яхăн ăнăçлă йĕркелесе пыракан асăннă учрежденин заведующийĕ Н.Григорьева тăрăшать. Кăçал кунта ăшă паракан системăна йăлтах улăштарчĕç. Ăна пурнăçлама 2015 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи «2016 çул валли Чăваш Республикинчи Вăрмар район бюджечĕ çинчен» калакан Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 27 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вырăнти бюджетран 400 пин тенкĕ уйăрнă. Халĕ хут ĕçĕпе çыхăннă тапхăр вĕçленсе пырать.
Кунти 4 ушкăна тĕрлĕ ÿсĕмри 70 ача çÿрет. Вĕсене 6 воспитатель - В.Христофорова, С.Михайлова, О.Петрова, Н.Спиридонова, Н.Давыдова тата Н.Васильева пăхаççĕ, кунсеренех ачасемпе тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ. Ача-пăча садĕнче кунти шăпăрлансене ытларах экологипе çыхăнтарса воспитани парассипе тимленĕ май кашни ушкăнрах çутçанталăк кĕтесĕ пур. Кунпа пĕрлех хĕллехи сад валли ятарлă вырăн уйăрнă. Унта çÿллĕ ÿсекен тĕрлĕ ÿсентăран илем кÿрет. Эпĕ пынă чух кунта пысăк опытлă воспитатель Н.Давыдова ачасемпе çутçанталăк темипе кăсăклă калаçу ирттерет. Çавăн пекех чăвашлăха упраса хăварассишĕн, ачасене чăваш культурипе, çипуçĕпе тата сăмахлăхĕпе тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе экспонатсене пĕр çĕре пухса вырăнти музей йĕркеленĕ. Çапла, этнокультура енĕпе Н.Васильева ертсе пырать. Вăл ачасемпе 30 çул ытла ĕçлет, унăн ĕçри пуян опычĕ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Ачасене юрă-кĕвĕне хăнăхтаракан пултаруллă музыка ертÿçи И.Максимова та хăйĕн ăсталăхĕпе палăрать, ачасемпе пĕрле тĕрлĕ шайра иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ, нумай чухне наградăсене тивĕçеççĕ. Унăн та ĕçри стажĕ пысăк. Çавăн пекех вăл хитре ÿкерет, ачасене ку енĕпе те хăнăхтарать. Хăй ĕçĕнче чăн ăста пулнине С.Михайлова воспитатель те пĕрре кăна мар çирĕплетсе пачĕ. «Раштав çăлтăрĕ» фестивальти диплом, ачасемпе педагогсем валли йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ «Узнавай-ка!» конкурсра Д.Архипов /хатĕрленÿ ушкăнĕ/ 3-мĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ, кăçал та Шупашкарта «Чăваш ачи» конкурс иртнĕ, Е.Иванов чăваш тумне тăхăнса Н.Ыдарай сăввине туйăмпа вуланă, сертификата тивĕçнĕ. Палăртас пулать, ача сачĕ ялти библиотекăпа, шкулпа, культура çурчĕпе яланах тачă çыхăнса ĕçлет. Çитĕнÿсен кăтартăвĕсемпе эпир тĕплĕнрех те туллинрех ача сачĕн пĕрремĕш хутĕнче паллашма пултаратпăр. Çул-йĕрпе пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă кĕтесĕсене те йĕркеленĕ. Ачасем вăл правилăсене мĕн пĕчĕкренех хăнăхса, пĕлсе ÿсеççĕ. Воспитательсем валли кану пÿлĕмĕ, методкабинет, ачасем валли музыка залĕ пур. Прачечнăйĕнче И.Васильева вăхăтра вырăн таврашĕсене çуса-тасатса тăрать, Ю.Порфирьев хуçалăхри ĕçсене пурнăçлать. Н.Васильева медицина сестри ачасен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслет. Апат-çимĕçпе вăхăтра тивĕçтерессишĕн Е.Сергеева тăрăшать. М.Петровăпа Р.Лаврентьева поварсем тутлă та техĕмлĕ апат пĕçереççĕ, Л.Лоцман вĕсене пулăшса пырать. Юсав ĕçĕсене тума та, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма ашшĕ-амăшĕсем те тăтăшах килсе пулăшаççĕ. Пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесен кăна пирĕн ачасем çирĕп сывлăхлă, çивĕч ăс-тăнлă пулса ÿсĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика