21 сентября 2016 г.

Вăрмар поселокĕ. Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш суйлав округне кĕрекен пирĕн районти суйлавçăсем 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей тата Чăваш парламенчĕсен депутачĕсене суйламалли пĕрлехи куна активлă хутшăнчĕç. Ирхине ирех Вăрмар поселокĕ çийĕн хаваслă юрă-кĕвĕ çемми шăранчĕ. Ялхуçалăх продукчĕсене, пĕчĕк кукăль-пÿремечсем сутрĕç.
Халăх хăй ĕненекен, ытларах шанакан çынсемшĕн, республикăшăн тата çĕршывшăн яваплăх туйма пултаракан тивĕçлĕ кандидатсене суйларĕ.
Çак яваплă тапхăрта саккун кăларассипе çыхăннă ĕçре пысăк опытлă, Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама тата халăх прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме пултаракан кандидатсемшĕн суйлас тесе утрĕ халăх суйлава. Акă, пурнăçра нумай лайăххине те, начаррине те курма ĕлкĕрнĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ пенсионеркăпа А.Соловкинăпа калаçатăп. Вăл 85 çулта, сывлăхĕ те аптрамасть-ха, кашни суйлавах активлă хутшăнать. «Эпĕ суйлава хутшăннă та, хутшăнатăп та, малалла та хутшăнасчĕ-ха. Ура утнă чухне хамах, Раççейĕн, Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕ тесе шутланакан кандидатсемшĕн сасăлатăп», - терĕ хавхалануллăн. Унпа пĕрле Е.Александрова та суйлава васкать. «Килте ĕçе тытăниччен хамăн тивĕçе кайса пурнăçлас тетĕп. Кашни суйлавах хутшăнса хамăн сассăма пама хăнăхнă та - юлас килмест. Суйлава кайма тесе агитаторсем хут килсе парсан савăнтăм, ватă тесе шутран кăларман-ха терĕм», - терĕ пенсионерка.
Вăрмар поселокĕнчи 1502 номерлĕ суйлав участокне çул çитнĕ çамрăксенчен пуçласа аслă ăрури çынсем ирхине 8 сехетрен пуçласа хăйсен тивĕçне пурнăçлама васкарĕç, вĕсем, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне каякан депутатсемшĕн хăйсен сассине пачĕç. Суйлавçăсем пĕр чăрмавсăр сасăлама пултарччăр тесе кунти лару-тăрăва пĕтĕмпех кирлĕ шайра йĕркеленĕ, вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн йĕрке хуралĕнче вăй хуракансем тăрăшаççĕ, суйлав иртекен зданине кĕрес умĕн оптодатчик вырнаçтарнă. Суйлава килекен кăмăлне юрă-кĕвĕ çĕклерĕ. Вăрмар райповĕн «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем те пĕçерсе хатĕрленĕ кукăльсем, çăкăрпа булка изделийĕсем сутрĕç, суйлавçăсем вĕсене кăмăлласах туянчĕç.
Акă асăннă суйлав участокĕн комисси председателĕ Елена Вениаминовна Николаева халăх сасăлама йышлăн çÿренине асăнчĕ. Ирхине 9 сехет çурă тĕлне хăйсен ырă пуласлăхĕшĕн 216 çын сасăларĕ.
Кивĕ Вăрмарти суйлав участокĕ ялти Культурăпа кану çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре çак ялти суйлав участокĕ хăйĕн ĕçне пуçларĕ. Унччен кăшт маларах участокри суйлав комиссийĕн председателĕ Людмила Михайловна Аршинова суйлава пуçăничченхи йĕркепе паллаштарчĕ. Суйлав участокĕн комиссийĕн членĕпе И.Дмитриевăпа пĕрле вĕсем таса бюллетеньсене сĕтел çине кăларса хучĕç. Суйлав комиссийĕ пурĕ 9 çынран пуçтарăннă, айккинчен сăнаса тăраканнисем тăваттăн. Çавăн пекех кунта ĕç йĕркине сăнаса, контрольлесе тăма РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн полици сотрудникне А.Михайлова çирĕплетнĕ.
Чи малтанах суйлава Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов хутшăнчĕ, хăйĕн сассисене палăртнă бюллетеньсене вăл урнăна чи пĕрремĕш ячĕ. Ун хыççăнах хăйĕн бюллетенĕсене урнăна Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Николаев ячĕ. Суйлав участокне çынсем умлă-хыçлă, пĕрин хыççăн тепри килсех тăчĕç. Пурте вĕсем паспорчĕсене кăларса, кирлĕ çĕре алă пусса пĕр сăкăлтăксăр суйлава хутшăнчĕç. Пурĕ Кивĕ Вăрмарти суйлав участокĕпе 1044 çын сасăламалла пулнă. Çынсем ирхине ирех пысăк яваплăха туйса сасăлава хутшăнма пуçларĕç, кашниех хăйсен умĕнчи тивĕçе пурнăçларĕç.
Чупай ял тăрăхĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕ Суйлав кунĕ пулчĕ. Çак кун Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйларĕç. Асăннă ял тăрăхĕнче ирхине 8 сехетре вырăнти халăх Культура çуртне сасăлама йышлăн утма пуçларĕ. Çанталăк ăмăртарах тăчĕ пулин те, вăл çынсен кăмăл-туйăмне пĕрре те пăсмарĕ. Чупайĕнчи 1532 номерлĕ суйлав участокĕн комиссийĕн председателĕ Нина Витальевна Семенова пĕлтернĕ тăрăх сентябрĕн 18-мĕшĕнче ирхине 8 сехет те 30 минут тĕлне асăннă суйлав участокĕнче 25 çын хăйсен сассисене панă.
Палăртма кăмăллă: кашни суйлавах Чупай ял тăрăхĕнче пурăнакансем активлă хутшăнаççĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавра та вырăнти халăх йышлăн килчĕ.
Ытти ял тăрăхĕсенчи кашни суйлав участокĕсенче çынсем активлăн сасăларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, И.АНТОНОВА, Э.МИХАЙЛОВА, З.ПАВЛОВА.