АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăха - шанчăклă çынсемпе!

21 сентября 2016 г.

Пуласлăха - шанчăклă çынсемпе!

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре пĕрлехи суйлав кунĕ  иртнĕ. Республикăра пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине Федераллă Пухăвăн 7-мĕш созывĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  6-мĕш созывĕн депутачĕсене суйларĕç. Унсăр пуçне  Чăваш Республикинчи  вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче хушма  суйлав та иртнĕ. Суйлав участокĕсем ирхине 8 сехетре уçăлнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа Шупашкарти П.Хусанкай ячĕпе хисепленекен Культура çуртĕнче сасăлава хутшăннă. Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Михаил Игнатьев суйлав депутат пулма тăратнă кандидатсемшĕн те, суйлавçăсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтернĕ. «Паян çĕршывра та, республикăра та пысăк уяв. Çĕршыври пур граждансем те Раççей Патшалăх Думине каякан депутатсемшĕн сасăлаççĕ. Чăваш Енре Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйлаççĕ. Пĕтĕм участоксем уçă, суйлав участокĕсенче ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ. Пирĕн тĕп задача суйлава уççăн та курăнса тăмалла ирттересси», - тесе палăртнă регион Пуçлăхĕ.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен Комитет председателĕн заместителĕ А.Аршинова Шупашкар хулинчи 31 номерлĕ шкулта вырнаçнă суйлав участокĕнче суйлава хутшăннă.
Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев Раççей пуласлăхĕшĕн, çĕршыв 15 çул каяллах суйланă çул-йĕршĕн сасăланине палăртнă: «Паян пĕтĕм çĕршывшăн яваплă кун. Эпир Патшалăх Думин çĕнĕ тытăмне йĕркелетпĕр, малашлăхри 5 çулта унăн ĕçĕ-хĕлĕ Раççей аталанăвĕнче палăрĕ. Çĕршыв Президентне шанчăклă та яваплă пулăшуçăсем, чăн-чăн патриотсем кирлĕ. Чăваш Енре эпир Патшалăх Канашĕн тытăмне çĕнететпĕр. Суйлав кампанийĕ чăрмавсăр пулчĕ, суйлавçăсемшĕн кандидатсем суйламалăх пулнă».
Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов Чăваш Ен тăнăçлăхĕшĕн, унăн пĕр тикĕс аталанăвĕшĕн, В.Путинпа М.Игнатьев командишĕн суйланине палăртнă.
Шупашкар хулин 5 номерлĕ гимназин директорĕ И.Исаева суйлав участокне пырса яваплăха туйса тивĕçлĕ пуласлăхшăн суйланине каланă: «Пирĕн ачасем малашлăхлă, харпăр хăй ĕçĕшĕн яваплăха туйма пултаракан çынсем пулса лăпкă çĕршывра пурăнччăр тесе кашнин тĕрĕс суйлама пĕлмелле», - тенĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика