АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

17 сентября 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69, 70, 72, 73-мĕш номерсенче/.

Анатолий Романович РОМАНОВ /ХОРУЙСКИЙ/ Хуруй ялĕнче 1939 çулта апрелĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. 1960 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректорта ĕçлеме пуçлать. Часах ăна литература сотрудникĕ пулма куçараççĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе палăрса тăма тытăнать. Сăвăсемпе юптарусем çырать, хаçатра пичетлет.
1962 çулхи май уйăхĕнче районсене пĕрлештерсе пысăклатнă вăхăтра, Вăрмар районĕн хаçатне пĕтерсен, Канашри производство управленийĕ çумĕнче тухса тăракан «Коммунизмшăн» хаçат редакцийĕнче пичетлекен машинкăпа ĕçлеме тытăнать. Тепĕр çултан районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат çĕнĕрен тухма пуçлать. 1963 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче ăна çырусен пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1965 çулхи июнь уйăхĕнче редакцинче ĕçлеме пăрахать. Пĕр вăхăт Куславкка районĕнчи «Ялав» хаçат редакцийĕнче куçаруçă пулса тăрăшать. Тăвай районне çемйипе тухса кайса радиоорганизаторта, КПСС райкомĕн инструкторĕнче, районти «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче ответлă секретарьте вăй хурать. Кÿршĕллĕ Тăвай районне куçса кайнă пулин те, тăван районăн редакцийĕпе тытакан çыхăнăва пăрахман вăл. СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ пулнă май, Вăрмар районĕнчи çыравçăсене тĕрлĕрен жанрсемпе çыракан материалсем еплерех пулмалли çинчен ăслă канашсем паратчĕ, вĕсем пирки хаçат страницисем çинче çырсах тăратчĕ. Питех те шел, пултаруллă та талантлă журналист пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.


Аркадий Васильевич ПЕТРОВ Эçпепе ялĕнче 1923 çулта çуралнă. Ялти шкула Мухтав грамотипе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, 1937-1940 çулсенче Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Унтан Арапуçĕнчи, Çĕнĕ Вĕренерти, Чупайри шкулсенче вĕрентнĕ.
1942-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра радист, минер пулса хаяр тăшманпа çапăçнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн наградăсем илме тивĕç пулнă. Районти шкулсенче, çутĕç пайĕнче, Чăваш АССР Çутĕç министрĕн заместителĕнче вăй хунă. Хаçат редакцийĕнче тăрăшнă. 1991 çулта «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе «Василий Алендей ячĕллĕ преми лауреачĕ» ята тивĕçет. Çавăн пекех район хаçачĕн редакцийĕ Вăрмар чукун çул станцийĕ 100 çул, Раççей уголовнăй розыскĕ 75 çул тултарнине халалласа ЧР Шалти ĕçсен министерстви йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерÿçи. А.Петров Чăваш Писателĕсен союзĕн членĕ. Шел пулин те, халĕ вăл пирĕн хушăра çук.

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика