17 сентября 2016 г.

2016 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнче районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче унта Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн руководителĕн заместителĕ Л.Егорова, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин вĕрентÿ сферинче надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин директорĕ Т.Григорьева хутшăнса районти пур ял тăрăхĕсене те çитсе кун йĕркинче палăртнă ыйтусене сÿтсе явнă.
Информаци ушкăнĕнчи яваплă çынсем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа тĕл пулнă. Унтан йăлана кĕнĕ йĕркепе ача амăшĕсене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç. Вĕсене ку хутĕнче Çĕнĕ Кавал ялĕнчи Д.Михайлова, Вăрмар поселокĕнчи О.Наумова тивĕçрĕç. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура финансист кунĕ ячĕпе тата ĕçре нумай вăй хунăшăн Вăрмар районĕнчи контрольпе шутлав органĕн председательне О.Ананьевăна район пуçлăхĕ М.Пуклаков район депутачĕсен Пухăвĕн Хисеп грамотине пачĕ.
Информаци кунĕнчи палăртнă темăсемпе - 2017 çулта пенсие индексацилесси; 2016-2017 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлени; Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне каякан депутатсен суйлавне хатĕрленни пирки сăмах тапратрĕç.
Яваплă çынсем тĕрлĕ ушкăнсене пайланса районти пур ял тăрăхĕсене те саланчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата ЧР Культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова Энтрияль тата Пысăк Енккасси ялĕсен тăрăхĕсенче, Вăрмарти пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи темăсăр пуçне харпăр хăйне кăсăклантаракан ыйтусене те сÿтсе явнă. Шăплатсем хăйсен ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçасшăн. Пысăк Енккассисене пенси ыйтăвĕ кăсăклантарчĕ.
Çак кун районти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти спорт залне тĕпрен юсанă хыççăн чаплă лару-тăрура уçрĕç. Строительство ĕçĕсем «2013-2020 çулсенче вĕренĕве аталантарасси» РФ патшалăх программипе килĕшÿллĕн «Шкул çулне çитмен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи ачасен хушма пĕлĕвне аталантарас» çумпрограмма шайĕнче пурнăçланнă. Çак ĕçсене ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентес тĕллевпе пурнăçланă. Кунта федераллă бюджетран 1343,2 пин тенкĕ панă, спорт инвентарĕсене туянма вырăнти бюджетран 134,32 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ачасен савăнăçне пĕрле пайласа çапла каланă: «Спортпа туслă ача шкулта та лайăх вĕренет. Сывлăха çирĕплетме те спортранах пуçламалла. Юсав ĕçĕсем хыççăн спорт залĕ татах та çуталса кайрĕ, унпа пĕрле пирĕн чунра та ăшă туйăм çуралчĕ. Ăнăçу сире, пурне те», - терĕ вăл савăнăçлă ачасемпе вĕрентекенсене. Шкул коллективне çавăн пекех информаци ушкăнĕнчи яваплă çынсем те саламларĕç.
Информаци кунĕ ăнăçлă иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.