АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа кар тăрсан ăнăçу пулать

17 сентября 2016 г.

Халăхпа кар тăрсан ăнăçу пулать

Районти ял тăрăхĕсем паянхи кун мĕнлерех аталанса пурăнни, мĕнпе сывлани пуриншĕн те интереслĕ. Ку хутĕнче эпир Аслă Чак ял тăрăхĕнче пулса кунта пурăнакансемпе курса калаçрăмăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Вениаминович Мельников кунти  лару-тăрăва лайăх ăнланать. 5 яла пĕрлештерсе тăракан «пысăк хуçалăха» çăмăл мар вăхăтсенче ертсе пыма тивет унăн. Тĕрлĕ шухăшлă ял çыннисемпе йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, ял шайĕнчи тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явса пĕр тĕллевпе  пурăнма ансатах мар паллах. Ăнланни ăнланать, ăнланманни хирĕç тăма хăтланать.  Анчах та пурнăçра кашни ырă пулăмпа савăнма, ăна хаклама пĕлмелле. Йывăрлăхсене парăнтарса малаллах ĕçлеме тăрăшаççĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем Сергей Вениаминович Мельников ертсе пынипе.

Ĕç ял халăхне пĕрлештерет

Акă çак кунсенче Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан арçынсем кар тăрса ялти кĕпере юсаса çĕнетес ĕçре тăрăшаççĕ. Кĕпер авариллĕ лару-тăрура пулни ял çыннисене чăннипех те шухăшлаттарать. Ялти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, пуçаруллă çынсем тăрăшнипе кĕпере çĕнетес тĕллев тытнă кунта. Энĕш юханшывĕ урлă хывнă кĕпер ялти Речная урамра пурăнакансем патнерех вырнаçнă. Ку кĕпер урлă çынсем Чупай, Энĕшпуç ялĕсене, ял масарĕ çине те çÿрейреççĕ. Çак ĕçре пуринчен ытла В.Константинов ял депутачĕ çине тăчĕ, пуçарулăх кăтартать. Çĕнĕ Мăнтăрта пурăнакан ытти арçынсем те - Г.Никитин, Н.Раймов, А.Константинов, И.Николаев, П.Петров, С.Андреев, А.Иванов Владислав Георгиевич Андреев ертсе пынипе кĕпере юсанă çĕрте туслăн нимелле ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Мăнтăрта пурăнакан Елена Петровна Никифорова та тăрăшулăхĕпе палăрчĕ, арçынсене вĕри апат çитерет, малашне апатлантарассине графикпе йĕркелесшĕн ял çыннисем. Ял çыннисемсĕр пуçне кунти ĕç-пуçа малалла «Транспортник» тулли мар яваплă общество йĕркелесе пырĕ. 
Çавăн пекех Аслă Чакпа Патти ялĕсем хушшинчи Энĕш урлă каçмалли кĕпере юсас ĕç вĕçнелле пырать. Карлăксем ?перилăсем/ лартмалли юлнă. Халăх вăйĕпе, ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе пулса пычĕ ку ĕç. Кунта В.Григорьев, Ю.Павлов, А.Ухин, А.Сергеев, А.Ильин тата ытти ял çыннисем те тăрăшулăх кăтартрĕç.

Сутуçă юратнă ĕçре савăнăç тупать

Кулленех Çĕнĕ Мăнтăрти райпо лавккинчен çын талма пĕлмест. Кунта ял халăхне Нина Михайловна Тимофеева тараватлă сутуçă кĕтсе илет. Райпо системинче пĕтĕмĕшле 20 çул ĕçлет вăл. Çак шутра Çĕнĕ Мăнтăрти лавккара вара 10 çул. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Мельников, специалисчĕсем каланă тăрăх, Нина Михайловна нихăçан та «аюк» темест, ялти обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать. Хăйĕн кулленхи тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне вăл çынсенчен шыв укçи пуçтарать. 
Н.Тимофеева 1957 çулта Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан амăшĕ чирленине пула малалла вĕренме каяймасть, лавккара сутуçăра ĕçлеме пуçлать. Икĕ çултан Çĕнĕ Мăнтăра качча тухать. Кунта вăл лавккара, фермăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем 3 ача çуратса ура çине таратнă, 5 мăнук унăн. «2013 çултанпа эпĕ çĕнĕ хăтлă лавккара ĕçлетĕп. Малтанхи кивĕ лавккара ĕçлеме условисем япăхчĕ, шыв шăнатчĕ, кăмака хутмаллаччĕ. Райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов тăрăшнипе паян эпĕ лайăх условисенче ĕçлетĕп. Çакăншăн Сергей Николаевича уйрăмах тав тăватăп», - тет кăмăллăн Нина Михайловна. Уйăхсерен плана ирттерсе 300 пин тенкĕрен те ытларах тавар сутать вăл. Райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов каланă тăрăх райпо системинче чи лайăххисен шутĕнче вăл. Çынсем те ăна хисеплеççĕ, шанаççĕ. Кулленех çынсенчен сĕт пуçтарассипе те ĕçлет вăл, кун пек чухне вара канмалли кунсем çинчен те манма тивет унăн.

Çамрăксем - ял малашлăхĕ

Ялта çамрăксем пурри - ял малашлăхĕ, илемĕ. Чăннипех те çирĕп, ачисене чунтан юратса пăхакан çамрăк çемьесем пурри савăнтарать. Аслă Чакра çакăн пек илĕртÿллĕ, ĕçчен, тĕрĕс-тĕкел пурăнакан Степановсен çемйипе паллашма тÿр килчĕ. Чăн-чăн ял çыннисем вĕсем. Людмила Анатольевнăпа Евгений Владимирович Степановсем 5 çул каялла пĕр çемье çавăрса тĕвĕленĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕсен ывăлпа хĕр çуралма ĕлкĕрчĕ. Илюша кĕçех 4 çул тултарать, Валерия хĕрĕ 2 çулта. Вĕсем иккĕшĕ те ача садне çÿреççĕ. Урамра кĕрхи кунсем пулнине пăхмасăрах ашшĕ хыççăнах картишне вĕçтерсе тухрĕç шăпăрлансем. Картишĕнче вĕсен ярăнмалли машинăсем, велосипед тата ытти теттесем те пур. Ачасене чунтан юратни çакăнтан та палăрать вĕт. Кил умĕнче Степановсен трактор, ГАЗель, çăмăл автомашина ларать. Çамрăк пулин те хăйĕн ĕнси çинче ĕçлесе илнĕскерсем вĕсем. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ, ĕне, вăкăрсем усраççĕ, 9 гектар çĕр çинче ĕçлесе тĕш-тырă, нумай çул ÿсекен курăксем, çĕрулми çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех Евгений хăйĕн ГАЗелĕпе йывăр тиевсем турттарать. «Ĕçлес текен валли ялта та ĕç пур», - тет сăпайлăн ĕçчен Евгений Владимирович. 
Профессипе вара строитель вăл, Шупашкарти 12-мĕш номерлĕ лицейра вĕреннĕ. Мăшăрĕ Людмила Анатольевна ялти çамрăк специалист. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Аслă Чакри шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Çамрăк специалист пулнă май Людмила Степанова «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе те усă курнă, Вăрмар поселокĕнче хваттер туяннă. Степановсен çемйинче хăтлăх, тирпейлĕх, килĕшÿпе юрату, ăнлану хуçаланни курăнать. Çакăн пек çемьре ачасем те тĕрĕс-тĕкел çитĕнеççĕ.

Килĕшÿ хуçалансан - пурнăç та ăнать

Аслă Чак ялне пырса кĕрсенех сулахай енчен пысăк капмар илемлĕ çурт ларать. Ют çĕртен килекен тÿрех тĕлĕнĕ те ял çынни çакăн пек çуртра пурăнма пултарнинчен. Кунта Вера Алексеевнăпа Леонид Иванович Николаевсен туслă та йышлă çемйи пурăнать. Леонид Ивановича тата унăн пултарулăхне пĕлмен çын таврара çук ĕнтĕ. Чăн-чăн илеме туйма пултаракан, чăвашсен сумне çÿллĕ шайра тытса пыракан Л.Николаевăн эрешлесе тунă сĕтел-пуканĕ, йывăçран касса кăларса хатĕрленĕ тĕрлĕ изделисем пысăк пахалăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Леонид Иванович 1997 çулта «Интерьер Стиль» пултарулăх мастерскойне пуçарса янă, кунта вăл паха йышши йывăçран сĕтел-пукан тата ыттине те ăсталама пуçланă. Вăл тăван ен культурипе интересленет, чăн-чăн чăваш çынни, хăйĕн йăх-несĕлĕсен историне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлет. Чăвашлăх туйăмĕ унра çав тери пысăк пулни сисĕнет. Леонид Ивановичăн ашшĕ те, аслашшĕ те столяр, платник пулнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ Леня та. Паянхи кун та вăл хăйĕн тавра курăмне анлăлатсах пырать, вĕренет. Верăпа Леня студент пулнă чухнех 1990 çулта пĕрлешнĕ. Вера Алексеевна ялти шкулта хими предметне вĕрентнĕ, ачасен реабилитаци центрĕн директорĕ те пулса ĕçленĕ.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем 4 ача çуратса ура çине тăратаççĕ: асли Алексей 25 çулта, мăшăрланнă, иккĕмĕш ывăлĕ Александр салтакра, виççĕмĕш ывăлĕ Ярослав 2-мĕш класра вĕренет, чи кĕçĕнни - Арина ача садне çÿрет. Паянхи кун ытларах предпринимательлĕх ĕçĕнче тăрăшаççĕ Николаевсем. Ялта «Надежда» ятлă суту-илÿ лавкки тытса тăраççĕ вĕсем. Çак вăхăтра вара кулленхи таварсемпе тивĕçтерекен çĕнĕ лавкка уçма хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Вăл «Телей» ятлă пулĕ. Лавккара хальлĕхе шалти ĕçсене пурнăçланă. Ку çемьере те килĕшÿ, юрату хуçаланать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика