17 сентября 2016 г.
Журналистсем валли «Улшăну вăхăчĕ - Раççейре ăшăпа тивĕçтересси» конкурс йĕркелекен комитет асăннă отрасле халалласа хатĕрленĕ материалсене малалла йышăнать. Хальхи вăхăтра çĕршыври 10 регионтан авторсем хăйсен публикацийĕсемпе хутшăнассине пĕлтерсе регистрациленнĕ.
Конкурс çĕнтерÿçисене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслĕç. Конкурс ĕçĕсене 6 номинаципе - «Теплоснабжение в России», «Технологии в теплоснабжении», «Новая модель рынка тепловой энергии», «Про теплоснабжение от первого лица», «Коммунальный ликбез», «Когенерация и централизованное теплоснабжение - наилучшая практика энергообеспечения российских городов», «Энергия и эффективность» - хаклĕç. Çавăн пекех 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен пичетленнĕ, эфира тухнă теле- тата радиосюжетсемпе хутшăнма пултарĕç. Конкурса хутшăнма тăратакан материалсене teploslova@yandex.ru электронлă почта çине ярса пама пултаратăр. Ун йĕркипе тĕплĕнрех http://www.teploslova.ntsn.ru сайтра паллашма май пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Конкурс йeркелycин комитечe.