АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çурчĕн никĕсне капсула вырнаçтарчĕç

17 сентября 2016 г.

Культура çурчĕн никĕсне капсула вырнаçтарчĕç

Энĕшпуç ялĕнчи темиçе ăру çыннисен тахçантанпа ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ темелле: ялта пĕр харăс 150 çын ларса вырнаçмалăх культура çуртне тума тытăннă. Строительство ĕçĕсем «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен» Раççей Федерацийĕн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Паянхи кун «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем культура çуртне хăпартас ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Строительство объектне пурнăçлама пĕтĕмĕшле  27 млн тенкĕ уйăрнă. 

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче каçкÿлĕм 16 сехетре пулас культура çурчĕ çумĕнче республикăран, районтан килнĕ яваплă çынсем, вырăнти ял халăхĕ, шкул ачисем йышлăн пухăннă. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ. Кунта пулас ăрусене халалласа астăвăм капсулине чаплă лару-тăрура культура çурчĕн никĕсне хурса хăварĕç. Çакна палăртса хăвармалла, кунашкал мероприятие пирĕн районта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ, çавăнпа та унăн пĕлтерĕшĕ истори тĕлĕшĕнчен çав тери пысăк. 
Ялти культурăпа кану паркĕнче илемлĕ чăваш юрри-кĕвви шăранать, сцена çинче чăваш эстрада çăлтăрĕсем, чăваш патшалăх филармонийĕн «Дуняша стайл» ушкăнĕ, вырăнти артистсем хăйсен пултарулăхĕпе куракана савăнтараççĕ. Официаллă пайĕ пуçланса пынă май сцена çине Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов, Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ К.Яковлев, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов тата ытти яваплă çынсем хăпарчĕç. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов хисеплĕ хăнасемпе вырăнти ял халăхне сывлăх сунчĕ. «Паян эпир сирĕнпе пулас çĕнĕ культура çурчĕн никĕсне капсула хывса хăваратпăр. Вырăнта пурăнакансем çак саманта чылай кĕтрĕç. Пулас культура çурчĕн залĕнче куракансем яланах йышлă пуласси, тăтăшах тĕрлĕ енлĕ мероприяти йĕркелесе ирттересси тата çакă ырă йăлана кĕрсе пырасси пирки иккĕленместĕп», - савăнăçне пытармасăр чĕререн каларĕ сăмахне Олег Анатольевич. Кунтах вăл ял тăрăхĕн паянхи инфратытăмĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Хăй палăртнă сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене çырнă çырăва капсулăна хучĕ. 
Уява килнĕ чаплă хăнасем вырăнти халăхпа пĕрлех чунтан савăнчĕç. Культура çурчĕн пĕлтерĕшĕ ял халăхĕшĕн калама çук пысăк вырăн йышăннине палăртса хăварчĕç. 
Унтан ялти аслă ăрурисен ячĕпе çак ялăн хисеплĕ гражданинĕ, нумай кĕнеке авторĕ И.Криков сăмах каларĕ, Энĕшпуç ял историйĕ епле пуçланса кайни, унăн паянхи сăн-сăпачĕ, ял аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вăхăт капсулине малалла вăтам ăру, унтан кĕçĕн ăру йышăнчĕç, хăйсен сĕнĕвĕсемпе ĕмĕчĕсене палăртрĕç. Çапла, капсулăра пурĕ çыру евĕр 500 ытла сĕнÿ пухăнчĕ. Унтан пурте пулас культура çурчĕн никĕсне капсула вырнаçтарса хăварас церемоние хутшăнчĕç. 
Юрă-кĕвĕ те мĕн каç пуличченех шăранчĕ. Çак ял çамрăкĕсем, шкулта вĕренекенсем ялта клуб пулсан вăхăта кăсăклăрах та усăллăрах ирттерме май пурри çинчен асăнчĕç. Çĕнĕ культура çурчĕ уçăласса пурте чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика