17 сентября 2016 г.
Ача çуралса ÿссе çитĕнсен юратнă ĕçне суйласа илет те унпа вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлесе пурăнса ырă ята тивĕçет.
Акă сăмахран Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Нина Гавриловнăпа Пантелеймон Григорьевич Григорьевсен çемйинче çуралнă Зинаида мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Вăл 1966 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере вăл виççĕмĕш ача пулнă. Ун умĕн икĕ пиччĕшĕ Григорийпа Вадим, каярах йăмăкĕ Наташа тата виçĕ шăллĕ - Володя, Сергей, Анатолий кун çути курнă. Йышлă çемьере пурăнакан Зинаида коллективра еплерех пулмаллине, çынсемпе ăçта тата мĕнлерех калаçмаллине çамрăкранах пĕлсе ÿснĕ. Ачалăх вăл яланах хаваслă та шавлă, савăнăçлă иртет. Туслă çемье халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса пĕтнĕ пулин те ашшĕ-амăшĕн килне пуçтарăнсан аса илмелли самантсем пайтах. Пурте çемьеллĕ пулсан та тунсăхлаççĕ вĕсем пĕр-пĕринсĕр.
Зинаида 1973 çулта пĕрремĕш класа кайнă. 1984 çулта вара Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ шкула вĕренсе пĕтернĕ. Класс руководителĕ Валентина Лукинична Васильева пулнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне вăл та нумай ăс парса вĕрентсе пынă. Валентина Лукинична яланах: «Лайăх паллăсемпе вĕренекенĕн пурнăç çулне чи малтан аслă шкултан - институтран - пуçламалла», - тесе каланине пуçран кăларман çамрăк хĕрача. Шкултан вĕренсе тухсан вăл Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕрет. Ăна вара 1989 çулта вĕренсе пĕтерсе алла диплом илет. Ăçта каймалла ĕçлеме; Нумай шухăшласа тăмасть вăл, тÿрех тăван ене çул тытать. Вăрмарти ветеринари станцине пырсан ăна Шăхальти ветеринари участокĕн заведующийĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Çакăнтан пуçланать те унăн ĕç кун-çулĕ. Вăл вăхăтра Шăхалĕнчи «Восход» колхоз районта чи пысăккисенчен пĕри пулнă. Ĕне ферминче 1000 пуç мăйракаллă шултра выльăх, сысна ферминче - 800 пуç, лаша витинче 45 лаша, сурăхсем 600 пуçран кая мар пулнă. Ял халăхĕн те çав çулсенче сăвакан ĕне 300 пуç таран кĕтĕве тухнă. Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăма ветеринари участокĕнче Альбина Петровнăпа Владимир Клементьевич Александровсем фельдшер пулса ĕçленĕ. Туслă мăшăр çамрăк заведующине ĕçре нумай пулăшса пынă. Лаша пăхаканра ун чухне Николай Ильич Ильин вăй хунă. Пурте пĕр-пĕрне пулăшса туслăн ĕçленĕ вăл вăхăтра. Вĕсене Зинаида Пантелеймоновна паянхи кун та тав сăмахĕ калать.
«Ĕçлеме тытăнсанах пĕрремĕш хут ĕне чирленине паянхи кун пекех астăватăп. Каçхине, хĕлле, сивĕ, ĕне пăруланă хыççăн ура çине тăраймасть. Мĕн тумалла; Ĕне пĕр хускалмасăр, шăп выртать. Ÿт температури палăртнă виçерен ытларах чакса кайнă. Мĕн вĕрентнине аса илсе, кирлĕ эмелсемпе укол тунă хыççăн малалла мĕн пуласса чăтăмсăррăн кĕтетĕп... Ĕне ир енне ура çине тăчĕ те апат патне утса кайрĕ. Çавăн чухнехи савăнăçа нимĕнле сăмахпа та каласа параймастăп. Ĕнене пулăшма пултарни çавăн чухне маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ», - тет Зинаида Пантелеймоновна хăйĕн ĕç кун-çулне аса илнĕ май.
Ĕçчен те çамрăк хĕре Шăхаль каччи Борис Николаевич Скворцов куç хывать те алăран вĕçертмест. Икĕ çамрăк чун пĕрлешсе çемье çавăраççĕ те Шăхаль ялĕнчех тĕпленсе пурăнаççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр ывăла - Алексея - çуратса ÿстернĕ. Вăл аслă пĕлÿ илсе халĕ Мускав облаçĕнче ĕçлесе пурăнать. Юратнă ĕçпе ĕçлесе кун-çула ĕмĕрленĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. Кашни сывалнă выльăхшăн халĕ те чунтанах савăнать. Халĕ пĕрле ĕçлекен туслă коллективри ĕçченсене тата ăна ертсе пыракан Вячеслав Михайлович Александрова пĕрле туслă ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕ калать.
Ветеринари станцийĕн администрацийĕпе профсоюз комитечĕ Зинаида Пантелеймоновна Скворцовăна çуралнă кунпа - чаплă юбилейпе - ăшшăн саламласа ĕçре çитĕнÿсем сунса ырă сăмахсем калаççĕ. Турă панă кун-çулăр вăрăм та анлă, тумхахсăр пултăр. Ăнăçу, сана!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Администраципе профсоюз комитечe.