АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине аса илни - малашлăхшăн çул уçĕ

14 сентября 2016 г.

Иртнине аса илни - малашлăхшăн çул уçĕ

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 64, 71-мĕш номерсенче/.

Пуçланать вара унăн яваплă ĕçĕ. Ĕçне кура - хисепĕ, тенĕ пек çак хушăра ăна наградăсем те нумай параççĕ: «Отличник кинематографии СССР», «Ударник 11-ой пятилетки», «Почетная грамота Госкино СССР», «Почетный кинематографист России». Вăл ĕçлеме тытăннă чухне киносетьре пĕр автомашина кăна пулнă. Районта 49 киноустановка - кашни ялтах пулнă.
Çак статья авторĕ - эпĕ киносетьре - 1979 çулта ĕçлеме тытăнтăм. Автотранспорт тата кинооборудованишĕн яваплă должноçра 18 çул тăрăшрăм. Паянхи пекех астăватăп, Юрий Григорьевич тăрăшнипе 1980 çул пуçламăшĕнче киносетьре пурлăхпа техника бази тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Чăвашсен йăли-йĕркипе - нимепе - кантур çуртне кĕске вăхăтрах хăпартса хута ятăмăр. 
Киносете икĕ çĕнĕ автомашина - УАЗ-469 /вăл вăхăтра районĕпе те пĕрре çеç пулнă/ тата ГАЗ-52, автокинопередвижка, икĕ «Урал» мотоцикл илсе килчĕç. Çав çулсенчех пысăк пахалăхпа кино кăтартакан çĕнĕ 23 КПК маркăллă кинопроекторсем килчĕç /8 комплект - ытти районсенче 3-4 комплект анчах пулнă/. Вĕсене район центрĕнчи кинотеатрта, Кавал, Мăнçырма, Кĕтеснер, Арапуç, Чупай, Чулкас, Аслă Чак ялĕсенче вырнаçтарнă ?пĕр комплект хакĕ вăл вăхăтра пĕр çăмăл автомашина хакĕпе танлашнă/. Ялсенчи кивĕ проекторсене çĕннипе ылмаштарнă. Маларах кинолентăсене пăснă тĕслĕхсем пулнă пулсан, вĕсен шучĕ чакнă. Тăкака киномеханикăн саплаштармалла пулнă. 
Çав вăхăтсенче районта кино куракансен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Киномеханик çук ялсене çак системăри инженерипе техника работникĕсем каçсерен халăха кино кăтартма кайнă тĕслĕхсем те пулнă. Ирхине каллех ĕçре пулнă, никам та турткаланса тăман, туслăн ĕçленĕ. Çапла вара республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнма пуçларăмăр, час-часах куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава çĕнсе илеттĕмĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ ытти районти киносетьсенче ĕçлекенсем пирĕн пата ĕçри опытпа паллашма килсе çÿретчĕç. Республика шайĕнче иртекен семинар-канашлусене те пирĕн районта тăтăшах ирттеретчĕç.
Тĕрлĕ çулсенче пирĕн районти кино куракансемпе тĕл пулма тава тивĕçлĕ паллă халăх артисчĕсем - Людмила Хитяевăпа Тамара Семина - хăйсем ÿкерĕннĕ фильмсемпе килсе кайнăччĕ. 1984 çултан пуçласа видеофильмсем кăтартма тытăнтăмăр. Киносене шкулсенче, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте тата йĕтемсем çинче те кăтартма тытăннăччĕ.
Пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула, шел пулин те, районти кино кăтартакан предприяти 1999 çулта хупăннă. Çапла майпа вăл иртнĕ ĕмĕрĕн историне кĕрсе юлчĕ. Халĕ ун çинчен калакан документсем район архивĕнче упранаççĕ. Хуть те мĕнле пулсан та иртнине аса илни малашлăхра çул уçĕ тесе шутлатăп.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.ЛАРИОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика