АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче - çĕнетнĕ спортзал

14 сентября 2016 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче - çĕнетнĕ спортзал

Иртнĕ кунсенче Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта юсаса çĕнетнĕ спорт залне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Кунти строительство ĕçĕсене РФ «2013-2020 çулсенчи вĕрентÿ аталанăвĕ» патшалăх программин «Шкул çулне çитмен ачасене, ытти ÿсĕмри ачасене пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ парасси» çумпрограмма шайĕнче пурнăçланă. Спортзала тĕпрен юсама федераци бюджетĕнчен 888 пин тенкĕ, Вăрмар район бюджетĕнчен 88800 тенкĕ уйăрнă. Мероприятие шкул директорĕ К.Васильев уçрĕ. Константин Александрович вăхăтра тата пысăк пахалăхпа капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Арго» тулли мар яваплă общество руководствине тав сăмахĕсем каларĕ. Шкул директорĕ ачасен спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсене çĕнетнĕ спортзалпа саламларĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче физкультурăпа спорт çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни çинчен каларĕ. Кăçал районти 2 спортзала тĕпрен юсанă. Ялсенче физкультура тата спорт енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттерме условисем хатĕрлени ачасен аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Александр Иванович шкул ачисемпе ялта пурăнакансем спортзалпа тухăçлă усă курасса шаннине пĕлтерчĕ, пурне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма сунчĕ. Çавăн пекех Арапуçĕнчи шкул коллективне, вĕренекенĕсене информушкăн членĕ В.Петров, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев /Александр Геннадьевич шкула волейбол вылямалли мечĕк парнелерĕ/, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ И.Законов /Иван Германович шкула çăмхасен комплектне парнелерĕ/, Чăваш Наци Конгресĕн «Сывлăхлă наци» комитечĕн председателĕ, «Дент-а-мед» профессилле стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин /Юрий Александрович шкула спорт тумĕн 10 комплектне парнелерĕ/, шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн ячĕпе Л.Ванеркина, педагогика ĕçĕн ветеранĕ - халăх вĕрентÿ отличникĕ, художник, поэт Ю.Петров саламларĕç.
Мероприятие хутшăнакансене спорт секцийĕсене çÿрекен шкул ачисем, Арапуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Степ» ташă ушкăнĕ хăйсен кăтартăвĕсемпе савăнтарчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Райадминистраци сайтeнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика