АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăвĕсем те темĕн чухлех

14 сентября 2016 г.

Ыйтăвĕсем те темĕн чухлех

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, информаци ушкăнĕн членĕ В.Петров, Чăваш Наци Конгресĕн «Сывă наци» комитечĕн председателĕ тата Шупашкар хулинчи «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин «ОВАС» тата «ОВАС-СПОРТ» Вăрмарти çĕвĕ фабрики» тулли мар яваплă обществăра пулнă. 

Асăннă предприятисем районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Сăмахран, 2015 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, предприятисенче çĕлесе хатĕрленĕ изделисене 32779 пин тенкĕлĕх тиесе ăсатнă. 2016 çулхи январь-июль уйăхĕсенче 7250,2 пин тенкĕлĕх хатĕр изделисене ăсатнă. Çакна пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлама вĕсен халĕ çĕнĕ оборудовани пур. Акă, предприятисенче çĕвĕ машинисене йăлтах çĕннисемпе улăштарнă, çакна пурнăçлама пурĕ 5 млн ытла укçа-тенкĕ тăкакланă. 
Паянхи кун асăннă предприятисенче пурĕ 77 çын вăй хурать. Кунта поселокран, районти тĕрлĕ ялсенчен ĕçлеме çÿреççĕ. Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче кунта тăрăшакансен ĕç укçи вăтамран 11250 тенкĕ пулнă е çакă пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 104,7 процентпа танлашнă. 
Александр Иванович предприятисенчи çĕвĕçсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май икĕ енчен те ыйтăвĕсем чылай пулнă. Вĕсем хăш те пĕр ыйтăвĕсене çийĕнчех хуравланă, кунпа пĕрлех шухăшламалли те кунта темĕн чухлех пулни палăрнă. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика