АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафета чупăвне хаваспа хутшăнаççĕ

14 сентября 2016 г.

Эстафета чупăвне хаваспа хутшăнаççĕ

Шăматкун, сентябрĕн 10-мĕшĕнче, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата ун тĕп хулин  хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт çуралнăранпа 87 çул çитнĕ ятпа «Советская Чувашия» хаçатăн 78-мĕш эстафета чупăвĕн çăмăл атлетика енĕпе иртекен спорт прессин Фестивалĕн финалĕ иртрĕ. Эстафета чупăвĕ пĕрремĕш хут Шупашкарти залив хĕрринче пулчĕ.

Çăмăл атлетика ăмăртăвĕн ырă йăлана кĕнĕ эстафетине çулсеренех 3 пин ытла çын хутшăнать: шкул ачисем, студентсем, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, организацисемпе учрежденисем, предприятисем, спорт çемйисем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, спорт ветеранĕсем тата ыттисем те. «Советская Чувашия» спорт ăмăртăвне Вăрмар район администрацийĕн, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн командисем те активлă хутшăнчĕç. 
Палăртма кăмăллă, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсем енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов чупура пĕрремĕш вырăн йышăннă, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн команди вара 2-мĕш пулнă. Призлă вырăнсене тивĕçнĕ командăсем парнесемпе кăмăллă пулчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика