АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа пĕрле пурăнакан халсăр мар

14 сентября 2016 г.

Халăхпа пĕрле пурăнакан халсăр мар

Чăваш халăхĕ  мĕн ĕмĕрĕпех тараватлăхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Вăл ютран килекенсене те яланах хапăл туса йышăннă. Çак тĕслĕхсем  сентябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан  халăхсен I съездĕнче уççăнах палăрчĕ.

Фойене пырса кĕрсенех чăваш тумĕ тăхăннă хитре пикесем уçă сасăпа чăваш юрри-кĕввине шăрантарни, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ. Кунта чăн-чăн чăваш çыннисем, чăваша хисеплекенсем пуçтарăнни палăрчĕ. Тĕрлĕ халăхсем хăйсен пултарулăхне кăтартас тĕллевпе пулĕ кашниех хăйсен апат-çимĕçне, таварне курава ?выставкăна/ тăратнă. Çакă вăл тÿрремĕнех Чăваш Республикин социаллă-экономикăллă аталанăвĕ пĕр тикĕс пынине тата республикăри халăх культурине сăнлать. Официаллă пай пуçланиччен Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата килнĕ хăнасем тематикăллă куравăн экспозицийĕсемпе паллашрĕç.
Съезда Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи старейшинăсен Канашĕн председателĕ Л.Кураков уçса пуçтарăннă тĕрлĕ наци халăхне ăшă сăмахсем каласа саламларĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Хушăвĕпе халăхсен туслăхне, республикăн тата çĕршывăн социаллă-экономикăллă аталанăвне çирĕплетес тĕллевпе ирттернине палăртрĕ. Унтан съезда хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламларĕ. Вăл Чăваш Ене 128 наци çыннисем, 8 этника ушкăнĕсем тата 14 конфесси пĕрлештерсе тăнине палăртрĕ. Пурте вĕсем туслăн пурăнса çитĕнÿсем патне талпăнни çинчен кĕскен каласа хăварчĕ. «Пирĕн ачасем - пирĕн пуласлăх! Раççей регионĕсенче Чăваш Ен ачасемшĕн пурăнмалли чи хăтлă вырăн пулнине палăртнă. Çавăнпа та кăкăр ачисем вилеслĕхĕ те чи сахалли. Çак кăтартусене Европăпа тата Японипе танлаштарса палăртнă», - терĕ Михаил Васильевич. Ку чăнахах та çапла, мĕншĕн тесен Чăваш Енре çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем ÿсе-ÿсе лараççĕ, спорт сооруженийĕсем ачасене савăнтараççĕ, медицина учрежденийĕсем çĕнĕрен уçăлса халăха йышăнаççĕ. Мĕн пуррине упрас тĕллевпе тĕпрен юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ тата ытти те. Çак ĕçсем вĕсем пурте халăх ырлăхĕшĕн, сывлăхĕшĕн.
Съезда хутшăннисене Раççей халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн председателĕ С.Смирнова, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, Раççей Федерацийĕн Обществăлла палата членĕ, Чăваш Енри Тĕп регионăн Мускав хулин муфтийĕ А.Крганов, Раççей Федерацийĕн Обществăлла палата членĕ Н.Дроздов, Тутар Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ И.Шарипов тата ытти яваплă çынсем саламларĕç. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан К.Яковлев мероприятин кун йĕркипе тата ăна хатĕрленсе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. 
«Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи обществăлла организацин президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Угаслов Раççей регионĕсенче чăваш халăх йăли-йĕркине тата культурине упраса хăварас пирки чарăнса тăчĕ. Чăваш Енре этнокультура аталанăвĕ пирки истори наукисен докторĕ, профессор И.Бойко тухса каларĕ. «Чăваш Республикинчи вырăс культурин центрĕ» обществăлла организацин правленийĕн председателĕн заместителĕ В.Исаева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Чăваш Республикинчи тутар наци культура автономийĕ» обществăлла организацин председателĕ Ф.Гибатдинов, «Пĕтĕм тĕнчери Азербайджан Конгресĕ» обществăлла организацин председателĕ А.Бадиров тата Чечен Республикин Пуçлăхĕн представителĕ С.Майрукаев, «Нимĕç культура центрĕ» обществăлла организацин председателĕ Э.Румянцева тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсен калаçăвĕнчен халăхпа пĕрле пурăнакан халсăр марри палăрчĕ. Канашлура Чăваш Республикин халăхсен Ассамблейине туса хурас пирки йышăнчĕç. Ассамблейăн Уставне йышăнчĕç, çавăн пекех Ассамблейăн Канашне суйларĕç. Чăваш Ен халăхĕн Ассамблейин председателĕ пулма Л.Куракова суйларĕç. Мероприяти вăхăтĕнче ĕçре палăрнисене наградăсем пачĕç. Чăваш Еншĕн пысăк мероприятие - Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан халăхсен I съездне - пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ /ÿкерчĕк çинче: делегацин пĕр ушкăнĕ/. Чăваш тумĕ тăхăннăскерсем фойере чăваш юрри-ташшисене хутшăнса съезда илем кÿчĕç. Съезд пуçланнă вăхăтра та, вĕçленсен те Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем мăнаçлăн янăрарĕç. Хорпа пĕрле залри халăх та юрларĕ. Съезд савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика