АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре медицина пысăк утăмсемпе аталанать

10 сентября 2016 г.

Чăваш Енре медицина пысăк утăмсемпе аталанать

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче республикăри онкологи клиникин  диспансерĕнче «çавра сĕтел» мелĕпе уçă калаçу иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа пĕрле Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Чи малтанах тĕплĕ калаçăва пуçличчен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, регионта халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесе, сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине палăртнă, пысăк витĕм кÿнĕшĕн Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрне В.Скворцовăна пысăк тав сăмахĕсем каланă.  

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова республикăра медицина пайĕнчи инфратытăм аталаннине пысăка хурса хакланă. «Паян, Чăваш Республикинче пулса курни, çак çитĕнÿсем, пире пурне те савăнтарчĕç.  Чăннипех те, медицина çав тери çирĕп аталаннине курса ĕнентĕмĕр», - палăртнă сумлă хăна. Сăмаха май, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăх пулнине тепĕр хут палăртса хăварнă. «Чăваш Енре пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах та çук тесен те йăнăш мар, ку сирĕн пысăк çитĕнÿ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. Тепĕр пысăк кăтарту - регионта чĕре чирĕсемпе аптраса вилнисен шучĕ чакни пурне те хавхалантарать. «Пур çĕрте те йĕрке сирĕн, кăтартусем çав тери паха», - тенĕ министр Чăваш Ен Пуçлăхне М.Игнатьева тата республикăри сывлăх сыхлавĕн министерствине.  «Медицинăна аталантарса пымалли çирĕп йĕрке пур. Тĕрлĕ сиплев, профилактика учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлени куçкĕретех. Мана, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, медицинăри пур ĕçе те пĕлсе тăни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерсе ячĕ, çав тери ăста çын», - тенĕ РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ.  Республикăри ялсенче ФАПсем, поликлиникăсем хута кайнине те ырланă вăл. «Хăтлă поликлиника уçрăмăр, çĕршыври чи лайăххи. Кун пеккине ытти регионсенче курман. Çĕнĕ технологисене пĕтĕмпех тĕпе хурса ĕçе кĕртнĕ. Аслисем, ачасем валли те условисем çителĕклĕ. Ку чи кирли», - тенĕ министр. «Онкологи диспансерĕ тĕнчери малта пыракан центрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманни мана савăнтарчĕ», - пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна. «Медицинăра тăрăшакансем пысăк профессионалсем пулнине курса ĕнентĕм, тĕнче шайĕнче ĕçлекеннисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Эсир паха ĕç туни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пуриншĕн те. Сире чыс та мухтав!», - тенĕ вăл. Тĕплĕ калаçăва малалла ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова тăснă, регионти медицина пайĕнчи ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Республикăра халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе сахал мар ĕç пурнăçланине пĕлтернĕ. Предприятисемпе организацисенче çемье сывлăхне упрассишĕн ятарлă профиль йĕркеленине, проект пурнăçа кулленех кĕрсе пынине асăннă министр. Çак ĕçсене РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова ырланă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни - пуриншĕн те усăллă тесе сăмаха малалла тăснă. Çыннăн сывлăхĕ лайăх пуласси шăпах та 50-60 процент çак ĕçрен пĕтĕмпех килнине каланă. Регионти ырă ĕçсем пирки В.Скворцова РФ Правительствин Председательне Д.Медведева каласа кăтартассине пĕлтернĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствипе тачă çыхăнса ĕçлени - çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕçре пысăк витĕм кÿнине каланă. «Раççей Президенчĕ В.Путин пирĕн ума çирĕп тĕллевсем лартать, эпир вĕсене пурнăçлассишĕн çине тăрсах ĕçлĕпĕр, çынсен пурнăçне сыхласа упраса хăварассишĕн тăрăшăпăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаçăвне республика Пуçлăхĕ. РФ Сывлăх сыхлавĕн министрĕ онкологи диспансерĕнче пĕтĕмпех çĕнĕ информаци технологийĕ вăй илнине пĕлтернĕ, çав тери «ăслă» корпус тесе хакланă сиплев учрежденине, Раççейри ытти центрсемпе те тачă çыхăнура тăнине асăннă. «Çак центрта шыçă чирĕсене сирсе яма пур медицина хатĕрĕсем те хальхи пурнăç саманипе тÿр килеççĕ. Малашлăх тата та вăйлă пулассине иккĕленместпĕр. Сирĕн çав тери чаплă диспансер. Çĕршыври ытти центрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Ку вара чи пахи», - тенĕ РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Скворцова. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика