10 сентября 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69, 70, 72-мĕш номерсенче/.
Чернов Геннадий Семенович Шăхаль ялĕнче 1924 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ. 1948 çулта Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, алла агроном дипломне илнĕ. Район хаçачĕпе çамрăклах çыхăну тытнă вăл. Унăн пĕрремĕш материалĕ «Кĕл пухатпăр» ятпа 1941 çулта пичетленсе тухнă. 1958 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлать. Малтан - литература сотрудникĕнче. 1964 çулхи март уйăхĕнчен ялхуçалăх пайĕн заведующийĕнче тăрăшулăх кăтартать.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат тухăçлă тыр-пулшăн пыракан кĕрешĕве анлăн çутатни çинчен республикăра тухса тăракан хаçатсем те час-часах ырласа çыратчĕç, - каласа парать 13 çул ытла редакцире ĕçленĕ, хаçатпа 50 çул ытла çыхăну тытнă Геннадий Семенович. - Акă, 1971 çулхи февральте тухнă «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн пĕр номерĕнче пропаганда пайĕн сотрудникĕ А.Крысин çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: «Вăрмар районĕ пĕлтĕр тыр-пул тухăçĕпе республикăри малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешÿре ял ĕçченĕсем кăçал та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çакăн пирки районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат тăтăшах çырать: унта техникăна юсас ĕç мĕнле пыни, удобрени хатĕрлени, юр тытни, вăрлăх сортлани, механизаторсен вĕренĕвĕ çинчен калакан материалсем номертен номере пичетленеççĕ. Хăйсен ĕç опычĕ çинчен колхоз председателĕсемпе совхоз директорĕсем, бригадирсемпе механизациленĕ звеносен звеньевойĕсем, агрономсемпе инженерсем, колхозниксем каласа параççĕ». Район хаçачĕн ялхуçалăх пайĕн ĕçне çакăн пек пысăка хурса хакланинче, паллах, унăн заведующийĕн Г.Черновăн тÿпи уйрăмах пысăк.
Редакци çулсерен ирттерекен чи лайăх очерксен, калавсен, тĕрленчĕксен конкурсĕсене активлă хутшăнать. Геннадий Семенович яланах призлă вырăнсене çĕнсе илет. Çав материалсенче вăл чăваш çыннин ырми-канми ĕçне, унăн таса чун-кăмăлне, характер çирĕплĕхне кăтартса парать. Фактсемпе событисене тĕплĕн тишкерме, вĕсене тĕрĕс хак пама тăрăшать. Вăрçă вăхăтĕнчи самантсене аса илет, ветерансен паттăрлăхĕ çинчен каласа парать.
«Çитмĕл çул урлă каçрăм ĕнтĕ. Апла пулин те ручкăна алран пăрахас килмест-ха. Халĕ самани улшăнса пынă май пурнăçра тĕрлĕрен реформăсем пулса иртеççĕ. Ку вăл редакци ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕнче те çаплах ĕнтĕ. Апла пулин те, пирĕн йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла тапаланмалла. Журналистсен ĕçĕ-хĕлĕ вăл яланах кăткăс, анчах интереслĕ, обществăлла корреспондентсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе, район хаçачĕ «Хĕрлĕ ялав» малашне те вулакансен чи юратнă хаçачĕ пултăрччĕ», - тенĕ пултаруллă çыравçă, ĕç ветеранĕ Геннадий Семенович Чернов обществăлла корреспондент.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.