АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх асĕнчи манăçми çутă сăнар

10 сентября 2016 г.

Халăх асĕнчи манăçми çутă сăнар

1965 çул. Март уйăхĕ. КПСС Вăрмар райкомĕнче водительте ĕçлеме тытăнтăм. Чи малтанхи кунсенчех Ванифатий Андреевич Андреевпа паллашма тÿр килчĕ. Вăл ун чухне парти райкомĕн секретарĕн помощникĕ пулса ĕçлетчĕ. Кашни кунах ирхине ĕç пуçламăшĕнче манăн ун патне кĕмеллеччĕ. Паян кампа, ăçта тата хăш вăхăтра каймаллине ăнлантарса çула тухма путевка çырса паратчĕ. Парти райкомĕн работникĕсем ĕç кунĕсенче çеç мар, канмалли кунсенче те тăтăшах ĕç коллективĕсене тухса çÿретчĕç. Хуçалăхсене ир-ирех çитсе вĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашатчĕç. Руководительсемпе, специалистсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулса калаçатчĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки сÿтсе яватчĕç, нуши-терчĕсем çинчен ыйтса пĕлетчĕç.

Вăхăт иртнĕçемĕн хăш работник мĕнле ыйтусемпе ĕçленине пĕлкелесе, ăнланкаласа пытăм майĕпен. Ытларах Ванифатий Андреевич ĕçĕсемпе. Маларах каларăм, мĕншĕн тесен ман ĕçе пĕтĕмпе вăл йĕркелесе, вĕрентсе пыратчĕ. Унăн тĕрлĕ хутсемпе, çырусемпе - документсемпе ĕçлемеллеччĕ.
Партин Тĕп Комитетĕнчен Мускавран тата Чăваш обкомĕнчен «Совершенно секретно» е «Секретно» грифсемпе тата ытти тĕрлĕ хутсем, ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсен çырăвĕсем таранах нумай килсе тăнă. Вĕсемпе парти райкомĕн аппаратне, бюро членĕсене паллаштарнă, пăхса тухса сÿтсе явнă, тивĕçлĕ йышăнусем туса çийĕнчех каялла хурав панă. Пурне те йĕркелесе тĕрĕс, вăхăтра туса пыма пысăк тавракурăм çитерсе, яваплăха тĕпе хурса Ванифатий Андреевич шанăçа çирĕп пурнăçласа пынă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă, пурнăç тути-масине, нуши-тертне çителĕклех тутаннă, тÿснĕ, ĕçпе пиçĕхнĕ тата районта пысăк авторитет çĕнсе илнине, пултарулăхне курса ăна 1968 çулта парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующине лартаççĕ. Пĕтĕм идеологи ĕçĕ ун çине тиенет, халăх хушшинчи ырми-канми, кулленхи вĕçĕмсĕр ĕç. Пуçламăш парторганизацисенчи политвĕренÿ кружокĕсем, культура учрежденийĕсен, вĕсен коллективĕсен, стена хаçачĕсен редколлегийĕсен ĕçĕ-хĕлĕсене, районти тĕрлĕ уявсене йĕркелесе ертсе пырасси тата ытти нумай-нумай ĕç. Вĕсене пурнăçлама Ванифатий Андреевичăн пысăк ăсталăх та, вăй-хал та, пултарулăх та ялан çителĕклех пулнă.
Кăштахран, 1970 çулта, Ванифатий Андреевича районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине, хаçат редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кунта вăл 18 çул, 1987 çулта тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлет. 18 çул 18 кун мар. Редакторта ун чухлĕ ĕçлеме тÿсĕм, чăтăмлăх нумай кирлĕ. Хăй парти райкомĕн бюровĕн членĕ, районти ĕççыннин депутачĕсен Совечĕн депутачĕ пулнă май яваплăхĕ тата ытларах тиеннĕ. Редактор ĕçĕ тимĕрç лаççинчи пекех, ялан мăлатукпа сунтал хушшинче. Вăл вăхăтра тата каярах та район хаçачĕ эрнере виçĕ хучен тухнă. Районти радиовещани те хаçат çинчех тăнă. Пĕтĕмпех редактор яваплă, пĕтĕм ыйту унран. Тĕп хаçатсăр пуçне çулла «Уй-хир хыпарĕсем», хĕлле «Ферма хыпарĕсем» листовкăсем тухса тăнă. Уйăхсерен «Халăх контролĕ», «Çын тата саккун», «Тăван тавралăх» тата ытти ятарлă страницăсем пичетленнĕ. Тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекен специалистсенчен тăракан рейд бригадисем йĕркеленнĕ. Вĕсем тăтăшах вырăна тухса çÿренĕ. Вулакана интереслентерекен ыйтусемпе ку е вăл коллективра, ялсенче культурăпа сывлăх, вĕрентÿ учрежденийĕсене çитсе курса вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă. Пĕр-пĕр коллективра, вырăнта çитменлĕхсене курсан ун çинчен çийĕнчех айăплисене кăтартсах хаçат страницисенче хыпарланă. Пичетленнĕ статьясем тăрăх яваплисем кăтартнă тĕслĕхсем пирки мерăсем йышăнни çинчен редакцие çырса пĕлтернĕ. Хăш-пĕр статьясене парти райкомĕн бюровĕнче пăхса тухнă, çитменлĕхсемшĕн тивĕçлисене çирĕп асăрхаттарнă. Пĕр-пĕр вырăнти йĕркесĕрлĕхе, тирпейсĕрлĕхе «Йĕплĕ шăпăр» тĕплĕ, лайăх шăлнă, пуçсăрлăха «Çăварлăх тăхăнтарнă».
Хаçат ĕçне обществăлла корреспондентсене - ĕçялкорсене, обществăлла организацисене, партипе совет, профсоюз, комсомол, пионер организацийĕсен, учрежденисен, хуçалăхсен, предприятисен руководителĕсемпе специалисчĕсене активлă явăçтарнă.
Редакторпа унăн заместительне райком представителĕ шутлă çирĕплетсе панă хуçалăха тăтăшах тухса çÿремелле пулнă. Уйрăмах çурхи тата кĕрхи уй-хир ĕçĕсем, тĕрлĕрен суйлавсен тапхăрĕнче. Ытти работниксен те тĕрлĕ хушусемпе тухса çÿреме тивнĕ. Сăмахран, халăхран сĕт-çу пухассине йĕркелессипе тата ытти те.
Тепĕр чухне редакцире пĕртен-пĕр çын, секретарь-машинистка кăна тăрса юлнă.
Пĕр-пĕр журналистăн ирхине иртерех вырăна тухса унти ĕçсемпе паллашнă хыççăн çийĕнчех вырăна таврăнса çав кун пичетленсе тухакан хаçатах материала çырса хатĕрлесе пичете памаллаччĕ. Ĕлкĕрнĕ.
Субботниксемпе воскресниксем ирттересси çирĕп йăлараччĕ. Уйрăмах утă пухса кĕртесси, выльăхсем валли хĕллене çулçăллă апат хатĕрлесси. Кĕркунне вара ытти кунсенче те коллектив пĕр-пĕр хуçалăха çĕрулми, выльăх кăшманĕ кăларма, хăмла татма çÿренĕ. Хăш-пĕр япăх çанталăклă çулсенче сентябрь уйăхĕпех тенĕ пек. 
Обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетессипе йĕркеленĕ дружинниксен ушкăнĕ графикпа килĕшÿллĕн уйăхсерен дежурствăна тухнă.
Кашни уйăх пуçламăшĕнче черетлĕ номерĕнчи умсăмахсен /передовица/ ячĕсемпе авторĕсене палăртса уйăхлăх ĕç планĕ туса хатĕрлемелле пулнă. Ăна парти райкомĕн бюровĕнче пăхса тухса çирĕплетнĕ, улшăнусем те кĕртме пултарнă. Çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн район пуçлăхĕсем, ытти яваплă çынсем, ĕç коллективĕсен руководителĕсемпе специалисчĕсем, обществăлла организацисен, право йĕркисене сыхлакан органсен представителĕсем, доярка е механизатор хăйсен шухăш-кăмăлне, тĕллевĕсене çырса пичете кăларнă.
Асăннă пур ĕçсене те лайăх, тĕрĕс йĕркелесе пынипе пĕрлех Ванифатий Андреевич кадрсемпе, çамрăксемпе ĕçлессине тĕп вырăна хурса тăрăшнă. Вăл вăрçă участникĕ, эпир пурте вăрçă ачисем. Пире ăс парса, вĕрентсе пымашкăн нумайăшĕсен ашшĕсем пулман. Эпир аттесемсĕр ÿссе çитĕнтĕмĕр. Çав вăхăтра пирĕн телее Ванифатий Андреевич пирĕн пуçлăх пулни савăнтарать, вăл чăннипех пирĕн тава тивĕç. Пирĕншĕн чăн-чăн руководитель кăна мар, Учитель, наставник пулчĕ.
Ахальтен мар ăна вăрçă наградисемсĕр пуçне мирлĕ пурнăçри çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн нумай медальсемпе тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе чысланă. Тăван республика умĕнчи пысăк курăмлă ĕçсемшĕн Ванифатий Андреевича «Чăваш АССРĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Ванифатий Андреевичăн пысăк çынлăхне çирĕплетнĕ май вăл ман асра татах та тарăнрах йĕр хăварнă пирки тав туса пĕр-икĕ сăмах хушса калам. Ванифатий Андреевичпа алла-аллăн 17 çул пĕрле, унтан 5 çулне КПСС райкомĕнче, 12 çулне районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлерĕмĕр. Вăл ĕçленĕ пÿлĕмсенче, вăл ĕçленĕ сĕтелсем хушшинчех ĕçлеме тиврĕ мана та. Ку çеç те мар, вĕсем район центрĕнчи «Заводская» урамра çемйипе пурăннă хваттертех пирĕн те пĕр вăхăт пурăнма тÿр килчĕ.
Пурăннă пулсан çак уйăхăн 13-мĕш кунĕнче Ванифатий Андреевич 90 çул тултармаллаччĕ. Шел, кăштах пулаймарĕ. Хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе халăх асĕнче тарăн манăçми йĕр хăварчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВ, Раccей Федерацийeн тата Чaваш Республикин культура тава тивecлe ecченe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика