10 сентября 2016 г.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата ун тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев СССР летчик-космонавт çуралнăранпа 87 çул çитнине, «Советская Чувашия» хаçатăн çăмăл атлетика енĕпе иртекен 78-мĕш эстафета чупăвĕн фестивалĕ шайĕнче тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн сентябрĕн 6-мĕшĕнче поселокри тĕп стадионта çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уçрĕ, пурне те спорт уявĕ ячĕпе саламларĕ. «Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл - спорт юхăмне аталантарасси, халăха ытларах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтарасси, çамрăк ăрăва спорт ăсталăхне вĕрентесси, малашлăхра ку енĕпе ÿсĕмсем тăвасси. Юлашки çулсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та спорт сооруженийĕсене реконструкцилес ĕç аталанса пырать. Шкулсенче спорт залсене тĕпрен юсаса çĕнетессипе чылай ĕç пурнăçланă. Паянхи кун спорт уявне килнисене çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатăп», - терĕ А.Тихонов. Унтан ăмăрту пуçланчĕ. Эстафета тĕрлĕ ушкăна хутшăнакансемпе иртрĕ. «Спорт çемйи» ушкăнра çĕнтерÿçĕсем Вăрмар поселокĕнчи С.Пудриковсем пулчĕç. Район администрацийĕн пайĕсен командисенчен çĕнтерÿçĕсем райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн ушкăнĕ пулчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисем хушшинче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, вăтам шкулсенчен Пысăк Енккассинчи вăтам шкул команди пĕрремĕш вырăна тухрĕç.
Арçынсен командинчен малти вырăна «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн, хĕрарăмсен командисенчен районти культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç тата районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн «Хĕрлĕ ялав» хаçат çырăнса пачĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ИЛЬИН.