АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Викторинăра палăрчĕç

10 сентября 2016 г.

Викторинăра палăрчĕç

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем  пурнăçпа тан утма тăрăшаççĕ, çĕршывра, республикăра, районта пулса иртекен пулăмсенчен айккинче юлмаççĕ,  тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнса творчествăлла пултарулăхĕсене кăтартаççĕ. Чылай чухне  призлă вырăнсене çĕнсе илсе савăнтараççĕ.

Акă, сăмахран, нумаях пулмасть пĕр уйăхлăха пынă ялхуçалăх перепиçĕ вĕçленчĕ. Районта ялхуçалăх çыравĕ ирттерме шаннă уполномоченнăй Е.Михайлова Чăвашстатăн пирĕн районти ертсе пыракан специалист-эксперт Т.Петрова тата В.Макарова инструктор вĕренÿ çулĕ пуçланнă кун, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, çак шкулта 8 «А» тата 10 «В» класра вĕренекенсемпе «Пĕтĕм Раççейре 2016 çулта иртнĕ ялхуçалăх перепиçĕ çинчен мĕн пĕлетĕр;» ятпа викторина ирттерчĕç. Ачасем викторинăра çав тери хастар та активлă пулчĕç. 8 «А» класра вĕренекен Д.Курбатов чи нумай бал пухса 1-мĕш вырăна тухрĕ, С.Зайцева, В.Михайлова, В.Александрова - 2-мĕш, Е.Васильев, А.Волкова, А.Матвеева, Д.Зиновьев, П.Андреев, Р.Михайлов 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 10 «В» класра вĕренекен Д.Васильева ыйтусем çине чи нумай хуравсем парса 1-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, В.Евдокимовапа А.Васильеван 2-мĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ, В.Федорова - 3-мĕш вырăнта.
Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх сувенирлă парнесем - медальсемпе призсем пачĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика