10 сентября 2016 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева сентябрĕн 2-мĕшĕнче видеоçыхăну мелĕпе пенси фончĕн районти Управленийĕсемпе пенсионерсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе «çавра сĕтел» ирттернĕ. Мероприятие республикăри ветерансен тата инвалидсен общество организацийĕсен руководителĕсем те хутшăннă. РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн ĕçченĕсем те Управлени начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Е.Тихонова ертсе пынипе çак мероприятие хутшăнчĕç.
Раççей Федерацийĕн Правительстви çĕршыври пенсионерсене 5 пин тенкĕ пама йышăннă. «Çак укçана мĕнпур пенсионер 2017 çулхи январь уйăхĕнчи пенсипе пĕрле илĕ. Нимĕнле чăрмавсăр, кăлтăксăр», - тенĕ Р.Кондратьева. Чăваш Республикинче пĕр хутчен паракан тÿлеве 366 пин çын тивĕçет, пĕтĕмпе çак тĕллевпе 1,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева тата ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Е.Сапаркина кăçалхи пĕрремĕш çур çулта аслă ăру çыннисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, Раççей Правительствин тата Чăваш Республикин влаç органĕсен ырă пуçарăвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Çак шутра - пенсионерсене январь уйăхĕн пенсийĕпе пĕрле пĕр хутчен 5 пин тенкĕ парасси, ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене август уйăхĕнче çĕнĕрен шутлани, 2017 çулта пенсисене индексацилесси. Канаш, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне районĕсенчи общество организацийĕсен представителĕсем общество ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Нумай тĕллев палăртнă, анчах вĕсене пурнăçа кĕртес тесен влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. «Патшалăх пысăк пулăшу парать, - терĕç хастарсем. Аслă ăру çыннисене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерессине малашне те аталантарсах пымалла. Çакна валли вара тăнăçлăх кирлĕ». Общество организацийĕсен ертÿçисемпе членĕсем - хастар çынсем, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çулталăк вĕçлениччен вĕсем пенсионерсене компьютерпа усă курма вĕрентес, ватăсем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлесси çинчен пĕлтернĕ. Республикăра çак уйăхра «Аслă ăру çыннине - чыс та мухтав» акци ирттерме палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.