АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн премине тивĕçнĕ

07 сентября 2016 г.

ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн премине тивĕçнĕ

2016 çулхи августăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев «ЧР Пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тата пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн предмечĕсемпе иртекен Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенчи, çавăн пекех вăтам профессиллĕ вĕрентĕвĕн специальноçĕсемпе тата професси енĕпе профессиллĕ ăсталăха вĕрентессин Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадăсенчи çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ педагогика ĕçченĕсене  2016 çулта пĕр хутчен çулсеренех паракан укçан преми пама йышăнни çинчен» 309-рг номерлĕ хушăва алă пуснă. ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ системин инноваци, творчество тата кăмăл-сипет потенциалĕн аталанăвĕн хушма мерисем çинчен» 2005 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчи 101 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологи предмечĕпе вĕрентекен, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен экологипе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçине - Яна Казаковăна - хатĕрленĕ Клавдия Анатольевна Николаева /ÿкерчĕк çинче/ пĕр хутчен паракан 250 пин тенкĕ укçан премине тивĕçнĕ; çавăн пекех Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологипе географи предмечĕсене вĕрентекен, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен экологипе иртнĕ олимпиада призерĕсене хатĕрленĕ Эльвира Леонидовна Архипова тата çак шкултах химипе биологи предмечĕсене вĕрентекен Надежда Владимировна Лисицкая пĕр хутчен паракан 75 пин тенкĕ укçан премине тивĕçнĕ. 

К.Николаева педагогика ĕçне малтанах Энтриялĕнчи шкултан тытăннă, кунта ачасене 3 çул хушши хими предметне вĕрентнĕ. Халĕ 20 çул хушши ĕнтĕ пĕр улшăнмасăр  Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта биологи предметне вĕрентет. Çулсеренех унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Унăн вĕренекенĕ пулнă, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен экологипе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçи Я.Казакова паянхи кун Мускав хулинче МГИМО экологи факультетĕнче пĕрремĕш курсра пĕлÿ пухать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унăн вĕренекенĕ О.Дмитриева /11 «А» класс/ Тула хулинче регионсем хушшинче иртнĕ «Подрост» наукăпа практика конференцийĕнче мастер-класра çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Республика шайĕнчи конкурсра Д.Степанов вăрманçăсен олимпиадинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Республикăри олимпиадăра К.Иванова /10 «В» класс/ биологи предмечĕпе призер пулнă. Е.Тимофеева /8 «А» класс/ «Зоологи» номинацинче пĕрремĕш вырăна тухнă.  Ĕçри пултарулăхне кура Клавдия Анатольевна Мускавра август уйăхĕнче иртнĕ педагогсен канашлăвне хутшăнма тивĕç пулнă.

И.АНТОНОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика