07 сентября 2016 г.

Галина Петровнăпа Леонид Геннадьевич Ивановсем Чулкас ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Анаткасра çуралса ÿснĕ. Пĕр ялта, пĕр-пĕрне курса, пĕлсе ÿснĕ икĕ çамрăк çемье çавăрсан халĕ пурăнакан ялта тĕпленсе ача-пăчаллă пулаççĕ. Сăмахăм çемье вучахне упраса пурăнакан Галина Петровна пирки пырĕ. Вăл 1961 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Анаткас ялĕнче кун çути курнă. Амăшĕ - Валентина Степановна - хăмла çинче ĕçлесе таврара çеç мар Мускав таранах чапа тухнă. Ашшĕ - Петр Евгеньевич ăста тимĕрçĕ пулнă. Шел пулин те, халĕ вĕсем ачисен савăнăçне курса савăнаймаççĕ ĕнтĕ. Ачалăх вăл вăхăтра пурин те пĕрешкел пулнă темелле. Кĕçĕнреххисен аслисем ĕçрен таврăннă тĕле апат пĕçерсе хумалла, килте тирпей-илем кĕртмелле, выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла пулнă. Шыва та çăлкуçĕнчен кĕвентепе кайса ăснă. Çаксене пурне те пĕчĕклех пурнăçланă ĕçчен хĕрача. Амăшне хăмла плантацине те пулăшма çÿренĕ. Шкулта та вăл лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Кашни эрнере пулакан шкул линейкинче ăна яланах ырланă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне хунă. Çапла вара 1977 çулта ялти шкула ăнăçлă вĕренсе тухать те Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Кунта та ыттисенчен лайăх енĕпе уйрăлса тăрать вăл. Чăн-чăн вĕрентекен пулмах çуралнă теççĕ ун пирки пĕрле вĕреннисем. 1981 çулта алла диплом илсе хăйсен ялĕпе юнашар ялта - Çитмĕшре - пуçламăш класс ачисене вĕрентме тытăнать вăл. Хăй те çамрăкскер чунтан тăрăшса вĕрентет вăл ачасене. Вăл вĕрентнĕ ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем халĕ те ырăпа аса илеççĕ Ăна. 1982 çулта пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Кунтан вăл вырăс чĕлхипе литератури предмечĕсене вĕрентекен дипломне алла илет. Анчах та вăл хăй килĕштерекен кĕçĕн классене вĕрентме пăрахмасть.
Пурнăç сукмакĕ пĕр йĕрпе кусмасть тенĕ пек 1985 çулта вăл Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта /вăл вăхăтра çапла пулнă/ кĕçĕн классене вĕрентме пуçлать. Унтанпа нумай шыв юхса чулĕ юлнă, çапла вара вăл хăй юратнă ĕçĕнче 30 çул ытла тăрăшать. Вăхăт васкать, çак çулсенче вăл миçе ачана пĕлĕвĕн анлă çулĕ çине кăларман-ши? Мĕн чухлĕ ырă сăмах илтмен-ши? Коллективра та ял çинче те пысăк хисепре вăл. Ăна вара хăйĕн ырă кăмăлĕпе, тавракурăмлăхĕпе, çынлăхĕпе çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕçре уйрăмах палăрса тăнăшăн панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем темĕн чухлех. 2000-мĕш çулхи август уйăхĕнче ăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине панă. 2005 çулта «Чăваш Республикинчи вĕрентÿ институчĕ» патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕн Тав çырăвне хăйĕн творчествăлла çитĕнĕвĕсемпе тивĕçнĕ. 2011 çулта Раççей МЧСне 20 çул тултарнă тĕле ирттернĕ конкурса активлă хутшăннăшăн тата 2013 çулта районта ирттернĕ «Уçă урок е класс тулашĕнчи мероприяти» фестивале хутшăнса творчествăлла ĕçре активлăх кăтартнăшăн, çавăн пекех çак çулта республикăра иртнĕ «Чувашская книга. Юные таланты» IV конкурсра уйрăмах палăрнăшăн, 2015 çулта районти пуçламăш классене вĕрентекенсен семинарне хатĕрленсе ирттерсе яма активлă хутшăнса пултарулăхне кăтартнăшăн, Чăваш наци конгресĕ регионсем хушшинче ачасен «Асамлă тĕрĕ тĕнчи-2016» творчествăлла конкурсне вăл вĕрентекен ача хутшăнса призер пулса тăнăшăн Тав хучĕсем парса хавхалантарнă.
Тăван чĕлхене вĕрентес, ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарас ĕçре калама çук пысăк вăй хурать Галина Петровна. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл шкул сцени çинче лартмалли юмахсемпе кĕске пьесăсем пухса хатĕрлес ĕçе те активлă хутшăнать. «Пирĕн пĕчĕк театр» кĕнеке çинчевăл куçарса хатĕрленĕ «Кÿреннĕ пăтă» пьеси кун çути курнă. «Пуçламăш учителĕн библиотеки» 4- 5 кăларăмĕсен авторĕсен ушкăнĕнче Галина Петровна пур. Çавăн пекех «Чăваш чĕлхи - 4-мĕш класс» ĕç тетрачĕн авторĕсен ушкăнĕнче те вăл пур. Унăн пултарулăхĕ иксĕлми, ĕçлес вăй-халĕ тапса тăрать
Ĕçри пултарулăх - çемьери тăнăçлăх тенĕрен, вĕсем мăшăрĕпе туслă пурăнни куç умĕнче. Мăшăрĕ Леонид Геннадьевич Чулкас ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ. Çемьере икĕ хĕр - Олеся тата Алена. Вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ. Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Ивановсене хальхи вăхăтра виçĕ мăнукĕ - Демьян, Настя, Неля - савăнтараççĕ. Кунтан ытларах пурнăçра мĕн кирлĕ? Малашнехи кун-çулу вăрăм та тикĕс пултăр, пур çĕрте те ăнăçу сире, Ивановсем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.МИХАЙЛОВА, Чулкасри пeтeмeшле пeлy паракан тeп шкул.