АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

07 сентября 2016 г.

«Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69, 70-мĕш номерсенче/.

Авксентьев Михаил Авксентьевич Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1937 çулта январĕн 11-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулăн çичĕ класĕнчен вĕренсе тухсан колхозри бригадира пулăшакан пулса ĕçленĕ вăхăтрах Вăрмарти вăтам шкулта каçхине вĕренсе вăтам пĕлÿ илет. Хăйĕн ĕç кĕнекине районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче илнĕ. Вăл унта 1958 çулта февралĕн 1-мĕшĕнче корректорта ĕçлеме тытăннă.
1963 çулта ялхуçалăх пайĕн заведующийĕнче, 1964-1969 çулсенче яваплă секретарьте вăй хунă.
Михаил Авксентьевич литературăпа ир интересленме тытăннă. Манăн алăра унăн 1954 çулта çырнă сăвăсен самаях хулăн тетрачĕ. Акă, «Хурçă» сăвăри йĕркесем:
Хурçă, чăн та тимĕртен
Çирĕп ĕнтĕ. Пурпĕрех
Ĕçпе пиçĕхнĕ этем
Хурçăран та çирĕпрех.
М.Авксентьев творчестви район хаçатне ĕçлеме куçсан вăй илме тытăнать. Тематики анлăланать. Ун сăввисене республикăри хаçат-журналта та пичетлеме пуçлаççĕ. «Капкăн» журналта сатирăллă сăвăсем тухаççĕ. Акă «Шăп пул» ятлă юптарура ват Вăкăр хăйне пухура критикленĕшĕн Путеке ятлать. Лешĕ «Эпĕ тĕрĕсне каланă» тесен çапла хуравлать:
Ан чĕн, шăп пул, асту!..
Е эп камне эс маннă;
Курмасть текен куçу!
Эп пуçлăх. Хăв пĕлетĕн.
Кун пек пулсан татах,
Ĕçрен тухса ÿкетĕн
Ыран е паянах!
Çапла М.Авксентьевăн сатирăллă кĕске сăввисем паян та пĕлтерĕшне çухатман. Акă, тепĕр тĕслĕх:
Вăл аллăран та иртнĕ çулĕпе,
Пĕр шутласан тек çамрăк мар-тăр.
Анчах тавлаш-ха эс критикпе
Ялан çырать: «Ку çамрăк автор».
М.Авксентьев ĕçленĕ вăхăтра район хаçачĕн страницисенче час-часах «Капкăн кĕтесси» тухса тăратчĕ. Ăна Михаил Авксентьевич хăй йĕркелесе пынă. Кахалсемпе вăрăсене тата ытти йăх-яха питлесе «Тит Илли» псевдонимпа миçе фельетон, ытти çивĕч материал пичетлемен-ши;
Унăн фельетонĕсене, сăввисене е публицистика статйисене вулатăн та - хăй калас тенĕ шухăша витĕмлĕ те тĕрĕс калама тăрăшни сисĕнет.
Районти çамрăк авторсене те пулăшса тăнă. Шăпах вăл район хаçачĕн редакцийĕнче вăй хунă чухне паллă чăваш поэчĕсенчен пĕри А.Тимофеев-Ыхра малтанхи сăввисене пичетлесе çунат сарма тытăннă.
Пултаруллă çыравçă, сăвăç 1989 çулта декабрĕн 17-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика