АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен энциклопедийĕнчен

07 сентября 2016 г.

Вăрмар районне 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Çур çĕртен кăнтăра 32, хĕвеланăçĕнчен хĕвел тухăçне 33 километр тăсăлать. 

Лаптăкĕ 598,3 км2. Вăрмар поселокĕ Шупашкар хулинчен 77 километрта вырнаçнă. 52 ялпа поселок пĕр хула тата 15 ял тăрăхне кĕреççĕ. Район территорийĕ çырма-çатраллă, вĕсен вăрăмĕшĕ 100 метртан пуçласа 3,5 километр таран тăсăлать, тарăнăшĕ 10 метр таран. 
Известьпе доломит пуррине тупса палăртнă, çак чĕр таварпа известь çăнăхĕ тума тата строительствăра усă кураççĕ. Кирпĕч çапма юрăхлă тăмлă 3 вырăн пур. Пысăкрах юхан шывсенчен Кĕтнепе Энĕш, пĕчĕкреххисенчен Пăла, Ара тата ыттисем юхса иртеççĕ. 
Вăрман лаптăкĕ 9 процент йышăнать. Ытларах юман тата çăка ÿсет. Тилĕ, мулкач, кашкăр, хир сысни тĕл пулаççĕ.
Район витĕр Мускав-Хусан-Екатеринбург чукун çул магистралĕ - 27 километр - иртсе каять. Автомобиль çулĕсенчен чи пĕлтерĕшли - "Энĕш" автоçул. Районта 25 пин те 189 ытла çын пурăнать, вĕсенчен 5679-шĕ - Вăрмар поселокĕнче. 
Вăрмар станцине Мускав-Хусан чукун çула тунă вăхăтра, 1893 çулта, никĕсленĕ. 1926 çулта вăл вулăс, 1927 çулта район центрĕ пулса тăнă, 1947 çулта ăна рабочи поселокĕн статусне панă.
Районтан Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев, Ĕç Геройĕ А.Кноль, Социализмла Ĕç Геройĕсем В.Григорьев, Н.Гаврилов, К.Николаев, К.Петрова, В.Степанов, С.Лукин, В.Рябчиков, Чăваш халăх писателĕ В.Алентей, СССР халăх артистки Н.Яковлева, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Е.Никитин тата ытти чылай паллă çынсем те тухнă. Вĕсемпе Вăрмарсем тивĕçлипе мухтанаççĕ. 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Чaваш Ен энциклопедийe

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика