03 сентября 2016 г.

Акă çĕнĕ 2016-2017 вĕренÿ çулĕ те пуçланчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе районти вĕрентÿ системинче мĕнлерех çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пулса иртнипе, мĕнлерех ĕçсем туса ирттернипе пире Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.СОКОЛОВ паллаштарать.
- Юрий Васильевич, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне районти вĕрентÿ системинче мĕнлерех улшăнусем пулса иртрĕç?
- Паянхи куна илсен пирĕн районта ачасене пĕлÿ парассипе пурĕ 16 шкул ĕçлет. Кăçал Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула реорганизацилесе Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулпа пĕрлештертĕмĕр. Çапах та вĕренессе ачасем ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипе Тикашрах вĕренĕç. Çавăн пекех Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та ачасем çителĕксĕр пулнă пирки 10-мĕшпе 11-мĕш классем пулмĕç. Апла пулин те ялти шкул вăтам шкулсен йышĕнчех юлĕ.
- Районти шкулсенче паянхи куна миçе ача вĕренет, миçе ача парта хушшине пĕрремĕш хут ларчĕ?
- Районти 16 шкулта 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче пурĕ 2284 ача вĕренет. Вĕсенчен 223-шĕ пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕç. Танлаштарса пăхас пулсан çакă пĕлтĕрхинчен 20 ача сахалрах. 10-мĕш классенче вара кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 86 шкул ачи кăна пĕлÿ пухать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 9-мĕш класс пĕтернĕ 223 ачаран 137-шĕ шкултан тухса кайса тĕрлĕ вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Аслă классенче вĕренекенсен йышĕ палăрмаллах чакни районти вăтам шкулсен пуласлăхне тÿрремĕнех пырса тивет.
- Юрий Васильевич, вĕрентекенсемпе лару-тăру еплерех?
- Шкулсенче вĕрентекенсем çителĕклĕ, вакансисем çук. Акă Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çамрăк вĕрентекен ĕçлеме тытăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче вĕрентме пуçлакан çамрăк специалистсене çулталăк вĕçĕнче 10 окладпа танлашакан пĕр хутчен паракан тÿлев параççĕ. Çакă шкулсене çамрăк специалистсене ытларах илĕртессе шанатпăр.
- Нумай пулмасть РФ вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă О.Васильева министр кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Эсир ку енĕпе мĕн каланă пулăттăр?
- О.Васильева министр çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче Раççей вĕрентĕвĕн пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕ. О.Васильева министр каланă тăрăх, ку вĕренÿ çулĕнче физика, хими, биологи предмечĕсемпе тытмалли Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче хатĕр хуравсемпе хатĕрленĕ тестлă заданисем пулмаççĕ. Пĕрремĕш хут 9-мĕш класс ачисем валли вырăс чĕлхи тата литература предмечĕпе тытмалли Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕнче ăсран хуравламалли пай пулать. «Çак эксперимент ăнăçлă иртсен кунта шкултан вĕренсе тухакансем те хутшăнĕç», - тенĕ министр. Вĕрентÿ системине кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсем ачасемшĕн усăллă пуласса шанатпăр.
- Юрий Васильевич, районти шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе мĕнлерех ĕçсем туса ирттертĕр?
- Пĕтĕмĕшле вара кăçал районти шкулсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме федераци бюджетĕнчен 15 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Районти пур шкула та çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр тесе йышăннă. Анчах та Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн пуçламăш класс ачисене вĕрентекен корпусне юсамалла. Хальлĕхе вăл ачасене йышăнма хатĕр мар-ха. Кунта калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Шкул çивиттине, иккĕмĕш хутăн мачча тăррине, алăксене улăштармалла. Тĕп ĕçĕ - çивиттине улăштарасси. Хальлĕхе çак ĕçсене туса ирттерме хатĕрленекен организацисем хушшинче аукцион тапхăрĕ пырать. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче çĕнтерÿçи паллă пулать. Юсав ĕçĕсене кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Пуçламăш шкулта юсав ĕçĕсем ирттерме федераци бюджетĕнчен 11 миллион тенкĕ, çав шутра 1 миллион тенкине муниципаллă бюджетран уйăрнă. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн пуçламăш класс ачисене вĕрентмелли шкулĕнче юсав ĕçĕсем ирттермеллине пула кĕçĕн классенче вĕренекенсене ăçта вĕрентесси пирки ыйту сиксе тухрĕ.
Пуçламăш класс ачисем юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче тĕп шкулта вĕренĕç, çавна май 6-мĕш, 7-мĕш класс ачисен 2-мĕш сменăра вĕренме тивет. Ашшĕ-амăшĕсене каласа хăвармалла: ку вăл вăхăтлăха кăна. Çак ĕçсене эпир ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствипе килĕштерсе ирттеретпĕр, малашне кĕçĕн классенче пĕлÿ илекен ачасемшĕн тăрăшатпăр, лайăх пултăр тетпĕр. Юсав ĕçĕсем валли федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ ыйтса илесси çăмăлах мар, эпир вара, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн ĕçченĕсем çине тăнипе çак ĕçсене тума укçа-тенкĕ уйăрттарма пултартăмăр.
Çавăн пекех Арапуçĕнчи, Вăрмарти шкулсенчи спортзалсене юсанă, Тикашри, Кавалти шкулсенче ăшă туалетсем тунă. Кĕркуннехи каникулта Мăнçырмари, Энĕшпуçĕнчи шкулсенчи туалетсене тĕпрен юсамалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.