03 сентября 2016 г.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44, 48, 52, 53, 55, 57, 59, 61, 63, 64, 65, 67, 69-мĕш номерсенче/.
Петров Петр Леонтьевич Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялĕнче 1942 çулхи августăн 19-мĕшĕнче çуралнă. 1956 çулта Чăрăшçырмари 8 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтернĕ.
1961-1962 çулсенче Канашри механизаци училищинче вĕреннĕ. Каярахпа тăватă çул ялта ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. 1969-1972 çулсенче уйрăм управляющийĕнче тăрăшнă. Вăрнарти ялхуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче малтан парти, унтан ялхуçалăх пайĕнче вăй хурать. 1983 çулта Раççей Журналисчĕсен ретне кĕрет.
П.Петров ялхуçалăх ыйтăвĕсене туллин çутатма пултаракан журналистчĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ жанрсемпе анлăн усă курчĕ. Вăл çырнисем ялхуçалăх специалисчĕсемшĕн те, ял ĕçченĕсемшĕн те пĕр пекех ăнланмалла çывăх пулнă. Çакна шута илсе вăл сăмах ăсти пулни те, экономика ыйтăвĕсене тĕрĕс татса пама тăрăшни те, материалти геройсене хисеплесе, йывăрлăхра пулăшас тесе çырни те витĕм кÿнĕ.
Районти пичетре нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн тата «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа ăна культура работникĕсен профсоюз рескомĕ Хисеп грамотипе наградăланă. Унăн çавăн пекех ытти наградăсем те сахал мар.
Шел пулин те, П.Петров пирĕн хушăра çук. Вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Унăн çутă та ырă сăнарĕ пирĕн асăмăрта яланах юлĕ.
Çак тапхăрта 1973 çулхи октябрь уйăхĕнчи приказпа çырусен пайĕн заведующине М.Статьева /Тăвай районĕнчи Киччĕ ялĕ/, хăй ыйтнипе, ĕçрен хăтараççĕ. Çырусен пайĕн заведующийĕн ĕçĕсене туса пыма А.Беловăна литература сотрудникне çирĕплетеççĕ.
Çав приказпах парти пайĕн литература сотрудникне П.Петрова ялхуçалăх пайĕн литсотрудникне куçараççĕ.
В.Максимова корректора литература сотрудникĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Корректор пулма Л.Мельниковăна /Вăрмар поселокĕ/ илеççĕ.
1960-1970 çулсенче редакци халăхпа, хаçата вулакансемпе, обществăлла корреспондентсемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕрен мероприятисем, конкурссем ирттернĕ. Ку енĕпе редакци çумĕнче литература пĕрлешĕвĕ йĕркелени пысăк вырăн йышăннă.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.