АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх»

03 сентября 2016 г.

Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ вĕçленчĕ. Вăл «Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх» тĕллевпе иртрĕ.

Ку çырава пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутшăнчĕç. Район территорийĕнче çырав мĕнле иртнине пĕтĕмлетсе августăн 31-мĕшĕнче райадминистрацин залĕнче канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ертсе пынă. Ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерсе янин пĕтĕмлетĕвĕпе Чăвашстатăн пирĕн районти ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Т.Петрова паллаштарнă: ялхуçалăх çыравĕ кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçланса августăн 15-мĕшĕччен пычĕ. Çак вăхăтра ятарлă костюм тăхăннă, сумкка çакнă çыравçăсене килĕрен-киле çÿренине тăтăшах курма пулчĕ. Çырав ирттерме шаннă уполномоченнăй, 4 инструктор участокĕ тата 25 переписчик тăрăшрĕç. Вĕсем кашниех хăйсен ĕçне тĕплĕн пурнăçласа пычĕç. Кашни кил хуçалăхне, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсене çитсе килсе тĕрлĕрен ыйтусем парса çырса пычĕç. Районта çырава хутшăнакан переписчиксем планпа палăртнă пур объектсене тата уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче пулчĕç. Çынсем çырава пĕр иккĕленмесĕр хутшăнчĕç. Усă куракан çĕр участокĕсене те шута илнĕ. Перепись вăхăтĕнче кашни кун пухнă информацисен мониторингне пĕтĕмлетсе пынă. Переписчиксем çырса пынине тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн уйрăмлăх пурри палăрсах кайман. Çак вăхăтра пулса иртнĕ мероприяти пирки районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленĕ тата район администрацийĕнчи пресс-служба урлă халăха пĕлтерсех тăнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Е.МИХАЙЛОВА, районта ялхуcалaх cыравe ирттерме шаннa уполномоченнaй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика